Новости по теме

25 Юпа, 2023

Çулсем, шкулсем, троллейбуссем

Министерсен Кабинечĕн юнкунхи ларăвĕнче инвестицисем çинчен каланă май Михаил Ноздряков «Химпромăн», «Промтракторăн» пысăк инвестпроекчĕсене, Çĕнĕ Шупашкарти индустри паркне, уйрăм экономика зонине асăнчĕ. Пурăнмалли çурт-йĕр строительствине вăй пама тивĕç инвестпроектсен шутĕнче — инфратытăмпа çыхăннă пилĕк теçетке объект: çулсем, ăшă сечĕсем, ытти... Республикăн социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн уйрăм программипе пурнăçлакан ĕçсен калăпăшĕ те пысăк. Сăмах май, Мускав ăна тата пилĕк çуллăха тăсассине пĕлтернĕ — хушма укçа пулĕ.

16 Юпа, 2023

Çĕнĕ шкулсем çĕкленеççĕ

ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев ирттерекен тунтикунхи канашлура «ПроШкола» пĕрлĕхпе шкулсем тума алă пуснă килĕшĕве пурнăçласа тăвакан шкулсен строительствипе вĕрентӳ министрĕн пĕрремĕш çумĕ Алексей Лукшин паллаштарчĕ. Сăмах виçĕ шкул пирки пырать. Тĕп хулари Хĕвеллĕ микрорайонта 1400 вырăнлăх объектра 3-мĕш стройтрест ĕçлет. Шкула çитес çул вĕçĕнче хута ямалла. Объект пысăк — тăватă блокран тăмалла: аслă тата кĕçĕн классем вĕренмеллисем, 700 вырăнлăх столовăй, 460 вырăнлă курав залĕ, бассейн... Хальлĕхе унта ĕçсен 16% пурнăçланă.

16 Юпа, 2023

Çуртсене ăшă панă

Çурт-йĕре хутса ăшăтмалли тапхăра мĕнле пуçланине тунтикунхи канашлура строительство министрĕ Михаил Коледа хакларĕ. Пурăнмалли çурт-йĕре ăшăпа тивĕçтересси 100% танлашать, социаллă об±ектсем тĕлĕшпе ку кăтарту 99,68% шайĕнче. Хальлĕхе Улатăрсен 3, Комсомольскисен 5, Етĕрнесен 2 культура учрежденийĕнче ăшă çук. Шупашкарта 2 шкулта капиталлă юсав ĕçĕсем пыраççĕ — çавăнпа сивĕ.

16 Юпа, 2023

Укçапа тухăçлă усă курмалла

Пĕрремĕш вице-премьер — финанс министрĕ Михаил Ноздряков тунтикунхи канашлура кăрлач-авăн уйăхĕсене бюджет тупăшĕ-расхучĕ урлă хакларĕ. Республикăн пĕрлехи бюджетне пурнăçласси профицитлă — тупăш 77,7 миллиард тенкĕпе танлашнă. Çакă çынсен ĕç укçи хушăннине кура налуксен калăпăшĕ пысăкланнипе те сăлтавланать. Михаил Геннадьевич республика уйăхсерен бюджетăн 6-7 миллиард тенкине тăкакланине çирĕплетрĕ. Юлнă виçĕ уйăх валли вара тата 30 миллиард юлать, эппин, уйăхсерен усă курмалли виçе те пысăкланать — 10-шар миллиард патнелле.

16 Юпа, 2023

Промышленноçпа строительство уйрăмах ӳсĕмлĕ

«Мĕн пур кăтарту Раççейри вăтам шайран пысăкрах», — çапла каласа пуçларĕ хăйĕн сăмахне вице-премьер — экономика аталанăвĕн министрĕ Дмитрий Краснов. ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев тунтикун ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ерӳçисемпе ирттернĕ канашлура республикăн кăçалхи кăрлач-авăн уйăхĕсенчи социаллă пурнăçпа экономика аталанăвне пĕтĕмлетрĕç.

Pages