Новости по теме

28 Пуш, 2014

Чăваш сăмахĕ тĕнчипех сарăлнă

Турцири Эскишехир хулинче Тĕрĕк журналисчĕсен пухăвĕ иртрĕ. Унта пирĕн республикăран та калем ăстисем хутшăнчĕç. “Чăваш хĕрарăмĕ хаçат” редакторĕ Маргарита Ильина тата “Сувар” телеканал ертÿçи Олег Цыпленков йăхташăмăр-ĕçтешĕмĕрсене Чăваш Енри массăллă информаци хатĕрсем çинчен каласа кăтартрĕç.

Маргарита Ильина пирĕн республикăра сăмах чăнласах та ирĕклине, хаçат кăларас енĕпе нимĕнле чăрмав та çуккине палăртрĕ. Ахальтен мар-тăр Чăваш Енре 175 массăллă информаци хатĕрне шута илнĕ /2014 çулхи кăрлачăн 27-мĕш тĕлне/.

28 Пуш, 2014

Ĕлĕкхи юрăсене манăçа кăларасшăн мар

"Кăçал хĕл каçнине те сисмерĕмĕр", - теççĕ Çĕрпÿ районĕнчи Патăрьел ялĕнчи "Тевет" ушкăн хĕрарăмĕсем. Вĕсем хăйсен репертуарне çĕнетсех тăраççĕ. Тухса çÿремешкĕн транспорт çукки те чăрмав мар вырăнти сцена ăстисемшĕн. Уçă саслăскерсем 206-мĕш автобуспа ăçта кăна çитсе килмен-ши? "Юрласа пырсан укçа илместĕп", - водитель çапла каланине хăнăхнă вĕсем. Çавăнпа транспорта кĕрсенех концерт пуçламашкăн килтенех хатĕрленсе тухаççĕ. Чăн та, çапла майпа кирлĕ вырăна тÿлевсĕрех çитет "Тевет" ушкăн. Артистсене ытараймасăр автобусран тухакан пĕтĕм халăх киле каяс вырăнне клуба кĕрсе юлать.

28 Пуш, 2014

Çăлăнăç кÿрекен тормоз

Çулсем çинчи инкексен тĕп пайĕ - транспорт хатĕрĕсем çапăнни тата çуран çынсене таптани. Аварисемшĕн тĕпрен илсен водительсем яваплă: вĕсен айăпĕпе Раççейре пĕлтĕр 180 пине яхăн инкек пулнă, çав аварисенче 23 пин ытла çын вилнĕ, 235 пин çын суранланнă. Çуран çынсем нумайăн шар кураççĕ.

28 Пуш, 2014

Анонс « Кил-çурт, хушма хуçалăх» пуш 28, 2014 çул.

  • Шупашкарти Тĕп пасарти хаксем
  • Килти ферма: мĕн çиетĕн эсĕ, кролик?
  • Пусă çаврăнăшĕ пирки аса илтеретпĕр
  • Çыру ярас тесен...
  • Укçан саплаштараççĕ
  • Хĕллехи хăнасем
  • Хĕвеллĕ, уçă çĕрте ÿстерĕр
  • Хăш материал вырăнлă?
  • Çитес эрнери çанталăк
28 Пуш, 2014

Тутар Енĕн чăваш сасси

«Тăван Атăл» журналăн черетлĕ кăларăмĕ пичетленсе тухрĕ. Ăна пĕтĕмпех Тутарстанра çуралса ÿснĕ çыравçăсене халалланă. Ыран вара Тутар Республикинчи Пăва тăрăхĕнчи авторсемпе «Хыпар» Издательство çурчĕн пултарулăх ушкăнĕ тĕл пулĕ.

 

28 Пуш, 2014

Çĕнĕрен те çĕнĕ тĕллевсем палăртаççĕ

Элĕк районĕнчи потребительсен обществи çĕр-шыври коопераци тытăмĕнче чи лайăххисенчен пĕри пулнине çулран çул витĕмлĕ кăтартусемпе çирĕплетет. Унăн ĕçченĕсем ÿсĕмсемпе лăпланса лармаççĕ, пурнăç, халăх ыйтăвĕсене туллин тивĕçтерме çĕнĕрен те çĕнĕ тĕллевсем палăртаççĕ.

28 Пуш, 2014

Сочи çĕкленÿллĕ кăмăл-туйăм парнелерĕ

Олимп тата Паралимп вăййисен тĕп хулине Чăваш Енрен вун-вун çын çитсе курнă, Сочирен епле кăмăл-туйăмпа таврăннă-ха пирĕн ентешсем? Хăшĕ-пĕринпе тĕл пулса калаçма май килчĕ.

27 Пуш, 2014

“Кĕçех Чăваш Енре те çерем уçма тытăнăпăр”

Канаш районĕнчи Çĕнĕ Ахпÿрт ялĕнче çуралса ÿснĕ Василий Семенов çерем çĕр уçма кайнă тапхăра пурнăçĕнчи телей çулĕсемпе танлаштарать. Василий Семенович çак ĕçе икĕ хут хутшăннă. Çав çулсене вăл халĕ те йăл кулăпа, ăшă кăмăлпа аса илет. Çерем çĕр уçнă чухнехи савăнмалли те, пăшăрханмалли те пулнă. Аса илĕве хут çине куçарас тăк роман çырма пулать. Василий Семенов хăш-пĕр самантпа паллаштарчĕ.

27 Пуш, 2014

Петр Ермолаев: “Эпĕ - пĕрремĕш ухмах”

Акан 1-мĕшĕ - Кулăш кунĕ. Пĕтĕм тĕнче çак кун хырăм тытса кулать. Çынсем пĕр-пĕрне шăнман пăр çине лартса яраççĕ, шÿтлеççĕ, вăлтаççĕ. Апла пулсан та пĕр-пĕрне кÿренмеççĕ. Республикăра кулăш ăстисене пÿрне хуçса шутлама пулать. Вĕсенчен пĕри - ЧР Президенчĕн стипендине, Патшалăх Канашĕн Хисеп грамотине тивĕçнĕ чăваш эстрада артисчĕсен союзĕн членĕ Петр Ермолаев. Вăл ытти ăстаран мĕнпе уйрăлса тăрать-ши, пурнăç çулĕпе йăл кулса, пуç каçăртса, йĕплесе çеç утать-ши е унăн та ĕçĕсем ăнмасан чĕри асапланать-ши?

Pages