Новости по теме

26 Пуш, 2014

Талвир çуралнăранпа - 105 çул

"Пăва çулĕ çинче" повеç пичетленсе тухсассăн унăн авторĕн ăсталăхне литература тĕпчевçи Михаил Сироткин пысăк хак панă. 1964 çулта вара Алексей Талвир "Никĕс" роман кăларнă. Кĕçех ăна вырăсла куçарса пичетленĕ. Çĕнĕ кĕнекине ахаль çынсем те, литература тĕпчевçисем те ырласа йышăннă. Çыравçăн ытти кĕнеки те вулакана хумхантарать, илĕртет. Алексей Филиппович çуралнăранпа 105 çул çитнине халалласа Шупашкарти литература музейĕнче асăну иртрĕ.

26 Пуш, 2014

Бюджета социаллă тĕллевсене тĕпе хурса пурнăçланă

Министрсен Кабинечĕн ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ертсе пынипе иртнĕ ĕнерхи ларăвĕнче Финанс министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Фарида Муратова республикăн 2013 çулхи бюджетне пурнăçлани çинчен калакан саккун прекчĕпе паллаштарчĕ.

26 Пуш, 2014

Хисеплĕ ватă

Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Çичĕпÿрт ялĕнче пурăнакан Терентий Дверенин 95 çулхи юбилейне паллă тунă. Терентий Парамонович пуканесем ăсталас енĕпе ĕçлет. Çавна май тĕрлĕ курава хутшăнать. Пултаруллă ватта республикăра çеç мар, Раççейре те пĕлеççĕ. Ун патне ют çĕршыв турисчĕсем те килеççĕ. Халĕ вăл Çĕнтерÿ кунĕ валли экспозици хатĕрлет. Танк та ăсталанă. Вăрçă çулĕсенче вăл механик-водительте вăй хунă.

Кăçал ăна «Сĕнтĕрвăрри районĕн хисеплĕ гражданинĕ» ят парса чысланă.

 

26 Пуш, 2014

«Пире мĕн лекĕ?»

Ĕпхÿ мэрийĕ 2013 çулхи кĕркунне Чăваш вырсарни шкулĕ вырнаçнă кермене, XIX ĕмĕрте хута янăскере, сутма шухăш тытни, 2014 çулхи нарăс уйăхĕнче иртнĕ аукционра Нефтекамск бизнесменĕ çĕнтерни, çурта тара илни çинчен маларах пĕлтернĕччĕ ĕнтĕ. Администрацин çурт авари хăрушлăхĕ кăларса тăратнăран çак утăма тума тивнĕ. Суту-илÿ килĕшĕвĕпе усламçăн авалхи кермене хăйĕн укçи-тенкипе юсаса çĕнетнĕ хыççăн 187,7 тăваткал метра Чăваш вырсарни шкулне памалла. Ытти лаптăк çинче унăн офиссемпе суту-илÿ вырăнĕсене уçма ирĕк пур.

26 Пуш, 2014

«Ăçтала çул тытатăн, тăванăм?»

Ĕлĕкрех «Отходничество» текен ăнлав анлă сарăлнă. Ютра ĕçлесе çÿрекенсем е унтах тĕпленнисем пирки çапла каланă. Пĕр шутласан халăх ĕç шыраса пĕр вырăнтан тепĕр çĕре куçнинче ним япăххи çук. Шел пулин те тĕнче касса çÿрекен чăвашсем, вĕсен йышĕ çинчен тĕп-тĕрĕс статистика илсе кăтартаймастпăр. Юлашки çулсенче ку туртăм вăйланни сисĕнет. Ун тымарĕсем ăçтан амаланаççĕ? Ĕç рынокĕнчи лару-тăру еплерех? Асăннă ыйтусене сÿтсе явма вăхăт çитнĕ тесе палăртать «Хыпар» хаçат «Ăçтала çул тытатăн, тăванăм?» материалта.

26 Пуш, 2014

«Çуркунне - 2014»

Ака уйăхĕн 26-мĕшĕнчен пуçласа çу уйăхĕн 25-мĕшĕччен Шупашкарта ял хуçалăх продукчĕсене вырнаçтарма пулăшас тĕллевпе «Çуркунне - 2014» уйăхлăх иртет. Ял хуçалăх таварĕ туса кăларакансене - уйăхлăха хутшăнакансене - хулари суту-илÿ вырăнĕсемпе /«Николаевский», «Дар», «Северная», «Кост» пĕрлешÿсенче/ тÿлевсĕр тивĕçтереççĕ. Çак тапхăрта апат-çимĕç продукчĕпе акмалли-лартмалли материалсене туянма май пур.

 

26 Пуш, 2014

Икĕ енлĕ çыхăнусем

«Россельхозбанк» УАОн делегацийĕ ĕçлĕ визитпа Китай Халăх Республикине кайса килнĕ. Ăна Правлени Председателĕ Дмитрий Патрушев ертсе пынă. Раççейĕн Китайри посолĕ Андрей Денисов пирĕнпе кÿршĕллĕ çĕр-шыври лару-тăрупа паллаштарнă, ял хуçалăхĕнче тата банк тытăмĕнче пулса иртекен улшăнусем çинчен каласа панă. Пĕтĕмĕшле илсен икĕ енлĕ çыхăнусем йĕркеллĕ аталанаççĕ.

26 Пуш, 2014

Пылак çиес килет. Мĕншĕн?

Çын пылак апат-çимĕç патне мĕншĕн туртăнать-ха? Хăш чухне шутсăр çиес килет. Ирхине кунĕпех пылак çиместĕп тесе хăвна сăмах паратăн, анчах темиçе сехет иртсенех алă шăккалат патне туртăнать. Пылак çиес килнине чарма мĕншĕн йывăр-ха?

Тĕплĕнрех пуш уйахĕн 28-мĕшĕнче тухакан "Çамрăксен хаçачĕн" çĕнĕ номерĕнче.

26 Пуш, 2014

Çÿç тăкăнсан

Чылай хĕр-хĕрарăма çÿç тăкăнни тарăхтарать. Ахăртнех, кашниех тĕрлĕ мелпе усă курнă, анчах витĕмĕ çук. Паллах, çÿçе çирĕплетме пулăшакан маска нумай. Анчах аяларах илсе кăтартнă рецепт питех те меллĕ: мĕн пур ингредиент алă айĕнче пур. Витĕмĕ те пулмаллах.

Тĕплĕнрех пуш уйахĕн 28-мĕшĕнче тухакан "Çамрăксен хаçачĕн" çĕнĕ номерĕнче.

26 Пуш, 2014

Мăн кун çăмарти

Мăн кунччен вăхăт нумай юлмарĕ. Уяв çăмартисене халех хатĕрлеме тытăнар! Эрешлĕскерсене Мăн кун ячĕпе тус-юлташа, тăван-пĕтене парнелеме меллĕ.

Тĕплĕнрех пуш уйахĕн 28-мĕшĕнче тухакан "Çамрăксен хаçачĕн" çĕнĕ номерĕнче.

Pages