Новости по теме

27 Çу, 2016

Çамрăк ăсчах — Раççей Президенчĕн стипендиачĕ

Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕн биотехнологи тата агрономи факультечĕн доценчĕ Александр Волков пысăк чыса — РФ Президенчĕн çамрăк ăсчахсемпе аспирантсене çуллен паракан стипендине — тивĕçнĕ.

А.Волков "Ял хуçалăхĕнчи энерги тата ресурс перекетлекен технологи — çĕршыва апат-çимĕç хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтерекен никĕс" темăпа ăнăçлă ĕçленĕ. Вăл пĕрчĕллĕ культурăсемпе сахăр кăшманĕ çитĕнтермелли энерги перекетлекен технологие çĕнетес тĕлĕшпе 10 çула яхăн сăнавсем ирттерет. Автор 40 ытла ăслăлăх ĕçĕ, 6 монографи пичетленĕ, 2 патент илнĕ.

26 Çу, 2016

Канашра лифт кăларма тытăнĕç

Канашри машиностроени заводĕнче хальхи йышши лифт кăларма тытăнĕç. Предприяти 100 лифт хатĕрлемешкĕн саккас илнĕ ĕнтĕ.

Завода 300 миллион тенкĕ инвестици хывнă. Палăртмалла: Раççейре лифт кăларас енĕпе темиçе завод çеç ĕçлет. Çĕршыври чылай лифт вара кивелнĕ, çулталăкне 35 пинĕшне улăштармалла. Канашра туса кăларакан тавар вара ют çĕршывра хатĕрленисенчен кая мар пулĕ. Унта 400-1250 килограмм чăтакан, видеосăнавлă тата сенсор экранлă лифтсем кăларĕç.

26 Çу, 2016

«Чеплашка» — çамрăксем валли

Шупашкарта çамрăксем валли фильм ÿкересшĕн. «Чеплашка» кĕске метражлă картинăна Раççейри паллă мусăкçăсем те хутшăнĕç.

Фильм валли тизер хатĕрленĕ. Видеона Интернета вырнаç­тарнă. Фильма ÿкерме тытăннă ĕнтĕ. Юрий Спиридонов кинопродюсер каланă тăрăх, ку — «Чăвашфильм» наци киностудийĕн çĕнĕ проекчĕ. Картинăра çапăçусем, хурахсем пулмĕç. Унта Дима Билан, Ханна тата Нюша хутшăнĕç. «Чеплашка» — аслă класра вĕренекен хĕрача пирки. Вăл сутăнчăклăхпа нĕрсĕрлĕхе çĕнтерме пултарнă.

Pages