Новости по теме

13 Çурла, 2015

"Мана пурнăç парнеле..."

Светлана Медведева ертсе пыракан социаллă-культура пуçарусен фончĕ Раççей Федерацийĕн Сывлăх сыхлавĕн министерстви пулăшнипе улттăмĕш çул ĕнтĕ "Мана пурнăç парнеле" акци ирттерет. Унăн тĕллевĕ - çемьене çирĕплетесси, унăн ырă пахалăхĕсене, йăли-йĕркине упраса хăварасси тата хырăм пăрахассине сиресси.

13 Çурла, 2015

Китайра чăваш çамрăкĕсенчен тĕлĕннĕ

Июлĕн 29-мĕшĕнчен пуçласа августăн 8-мĕшĕччен Китайри Чэнду хулинче çамрăксен форумĕ иртнĕ. Кунашкал мероприяти пĕлтĕр Самар облаçĕнче пулнăччĕ: "iВолга-2014" форума Китайри 150 студент килнĕччĕ. Хальхинче Китайра иртнĕ мероприятие Раççейре пурăнакан 152 çын хутшăннă. Вĕсенчен 11-шĕ - Чăваш Енрен.

13 Çурла, 2015

Уя, кантăр пуçтарма

Оперативлă шырав вăхăтĕнче Улатăр районĕнчи ял тăрăхĕсенчен пĕринче наркотĕрĕслев управленийĕн сотрудникĕсем хăй тĕллĕн ÿсекен кантăр тăррине пухса çÿрекен çамрăксене тытса чарнă. 22-ри яшсен çулне пÿлнĕ. Палăртнă тăрăх, курăк вĕсене хăйсене усă курмашкăн кирлĕ пулнă. Наркомансен кутамккинче 1 килограмм ытла типĕтнĕ марихуана тупнă.

Кантăр пуçтаракансем тĕлĕшпе уголовлă ĕç пуçарнă, вĕсене уйрăмах пысăк виçепе наркотик илнĕшĕн, упранăшăн айăплама сăлтав пур. Хальлĕхе следстви пырать.

Алина ТИМОФЕЕВА.

13 Çурла, 2015

Тĕрмерен тухнă хыççăн хваттер панă

ЧР Прокуратури хушнипе Шупашкарти Ленин районĕн прокуратури 34-ри арçыннăн, çул çитмен чухне тăлăх ятне илтнĕскерĕн, ыйтăвне пăхса тухса тĕрĕслев ирттернĕ.

Палăртнă тăрăх, ача чухне вăл опекун патĕнче тата тăлăхсен çуртĕнче пурăннă: кунçул парнеленĕ хĕрарăма ашшĕ-амăшĕн правинчен хăтарнă, ашшĕ вилнĕ. Кун пек чухне те вĕсен хваттерĕ ачинех юлмалла та, анчах опекăпа попечительлĕх органĕ сăнаса çитерейменнине пула тăлăх кил-çуртсăр тăрса юлнă. Амăшĕ хваттере сутса янă, çамрăка черете вăхăтра тăратман.

13 Çурла, 2015

Хула кунĕнче

Тĕп хула хăйĕн çуралнă кунне паллă тăвиччен шутлă кунсем юлчĕç. Кăçалхи уяв программи анлă пулнине палăртмалла. Республикăна "Вĕршĕнсем" килессине иртнĕ номерте çырнăччĕ. Хула кунĕ тата мĕнпе тĕлĕнтерĕ?

13 Çурла, 2015

Стипендиатсене шыраççĕ

2015 çулхи августăн 15-мĕшĕнчен пуçласа сентябрĕн 20-мĕшĕччен çамрăксен ятарлă премине илмешкĕн документсем тăратма май пур. Ăна вĕренÿре, обществăпа тĕпчев, ăслăлăхпа производство ĕçĕсенче, бизнесра, пултарулăхра пысăк çитĕнÿсем тунă яш-кĕрĕмпе хĕр-упраçа параççĕ.

Аса илтеретпĕр: премие 14-30 çулсенчи çамрăксем çеç тивĕçееççĕ. Документсене тĕп хулари Ленинград урамĕнчи 33-мĕш çуртра, ЧР Çутçанталăк ресурсĕсемпе экологи министерствинче, йышăнаççĕ. Ыйтса пĕлмелли телефон: 62-89-36.

Pages