Новости по теме

10 Çĕртме, 2015

Чунтан савăнар пĕрле

Ака-суха вĕçленсен ĕлĕкрен кĕрекене ларнă, ĕççи ăнăçлă вĕçленнине паллă тунă. Уй-хирте техника шавĕ вăхăтлăха шăпланнă май Элĕксем те «Акатуя» пуçтарăнчĕç. Анлă лапамра капăр тумлă çынсене ир-ирех хаваслă юрă-кĕвĕ кĕтсе илчĕ.

10 Çĕртме, 2015

Вăрман тени пуш сăмах мар

Чăваш Ен вăрманпа пуян, вăл 600 пин ытла га йышăнать. Республика лаптăкĕн 32 проценчĕ вăрманлă. Тĕнче шайĕнче ку япăх мар кăтарту. Çавах та Раççей ăсчахĕсем "чан çапаççĕ", вăрман хуçалăхне тытса пырас ĕçе патшалăх аллине памалла теççĕ.

10 Çĕртме, 2015

Чунтан савăнар пĕрле

Ака-суха вĕçленсен ĕлĕкрен кĕрекене ларнă, ĕççи ăнăçлă вĕçленнине паллă тунă. Уй-хирте техника шавĕ вăхăтлăха шăпланнă май Элĕксем те «Акатуя» пуçтарăнчĕç. Анлă лапамра капăр тумлă çынсене ир-ирех хаваслă юрă-кĕвĕ кĕтсе илчĕ. Ретĕн-ретĕн вырнаçнă палаткăсем умĕнче хĕрсех суту-илÿ пычĕ.

10 Çĕртме, 2015

ПŸРНЕПЕ ÇЕМÇЕН ПУССА

Этем ÿт-пĕвĕ çинче шалти органсемпе çыхăннă пурнăçшăн пĕлтерĕшлĕ пăнчăсем пурри çинчен темиçе те çыртăмăр ĕнтĕ. Вĕсене витерсе хамăра лайăхрах туйма пуçлатпăр. Паян çак меслетпе вăйсăрланнă пĕвере, чĕрене мĕнле пулăшмалли, чĕре сикнине мĕнле ирттермелли çинчен каласа паратпăр.

10 Çĕртме, 2015

КĔСЕЛ ПĔÇЕРЕТПĔР

Хырăмлăх сĕткенĕн йÿçеклĕхĕ пĕчĕк чухнехи гастрит аптратсан усăллă кĕсел рецепчĕсене сĕнетпĕр.

Ут кăшкарĕнчен /конский щавель/. 600 грамм ут кăшкарне вĕтĕ вакламалла, кăшт шыва ярса пĕçермелле. Ешĕле ала витĕр сăтăрса кăлармалла, 1 литр шыв, стаканăн иккĕ-виççĕмĕш пайĕ чухлĕ сахăр хушса темиçе минут пĕçермелле. 1,5 апат кашăкĕ крахмала сивĕ шывра ирĕлтерсе хушмалла, тутă кĕмелĕх тăвар ямалла та çулăм çине лартмалла, вĕреме кĕрсенех илмелле.

10 Çĕртме, 2015

СЫВЛАВ ГИМНАСТИКИ ПИТĔ УСĂЛЛĂ

Астмăпа чирлекенсемшĕн сывлав гимнастики питĕ усăллă. Вăл чир йывăрланасран, приступ пуçланасран хÿтĕленме пулăшать. Кашни кун валли Толкачев меслетне çăмăллăнах алла илме пулать.

Çак хăнăхтарусем ÿсĕрнĕ чухне, шăнса пăсăлсан манка çемçелсе тухассине лайăхлатаççĕ, бронхсем хĕсĕннине ирттереççĕ, сывлав мышцисене çирĕплетеççĕ.

Тÿрĕ тăмалла, урасене хулпуççисен сарлакăшĕнче тытмалла, тÿрĕ алăсене хулпуççисен çÿллĕшĕнче айккинелле сармалла, ывăç тупанĕсене мал еннелле çавăрмалла.

Pages