«Ялхуçалăх çыравĕ çинчен эсир мĕн пĕлетĕр?» викторина

6 Çурла, 2015

«Ялхуçалăх çыравĕ çинчен эсир мĕн пĕлетĕр?» викторинăна патшалăх статистикин Федераллă службин Чăваш Республикинчи - Чăваш Енри Территори органĕпе республикăри ачасемпе çамрăксен «Тантăш» хаçат редакцийĕ йĕркелеççĕ. Ăна 2016 çулхи утă уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа çурла уйăхĕн 15-мĕшĕччен иртекен Пĕтĕм Раççейри ялхуçалăх çыравне халалланă. Çак ĕçĕн пĕлтерĕшĕ çав тери пысăк. Ялхуçалăхне аталантарас тесен аграри умĕнче тăракан çивĕч ыйтусене тĕплĕн тишкермелле, тĕрĕс информаципе усă курмалла. Çырав - ялти çĕнĕ улшăнусене пуçламалли тĕп тапхăрсенчен пĕри. Вăл умри çул-йĕре палăртма, вăйсене, майсене виçме, хаклама май парĕ.

Тĕнчери чылай çĕршывра ялхуçалăх çыравĕсем çирĕп йăлапа пулса пыраççĕ. 2016 çулхи Пĕтĕм Раççейри ялхуçалăх çыравне Раççей Федерацийĕн саккунĕпе килĕшÿллĕн ирттереççĕ.

Хуравсене юпа уйăхĕн 31-мĕ-шĕччен «Тантăш» хаçат редакцине çак адреспа: Чебоксары, проспект И.Яковлева, 13 ярса памалла. Çавăн пекех хуравсене редакцин электрон адресĕпе те йышăнатпăр. Çĕнтерÿçĕсене Пĕтĕм Раççейри ялхуçалăх çыравĕн асăнмалăх парнисемпе чыслатпăр.

Ыйтусем

1. Раççей Федерацийĕн «Пĕтĕм Раç-çейри ялхуçалăх çыравĕ çинчен» саккунĕпе килĕшÿллĕн ялхуçалăх çыравĕсем миçе çултан пулса пыраççĕ?

2. Пирĕн çĕршыв историйĕнче пирвайхи хут çырав хăçан пулнă?

3. Пĕтĕм Раççейри ялхуçалăх çы- равне юлашки хут хăçан ирттернĕ?

4. 2016 çулхи Пĕтĕм Раççейри çы- рав эмблеми çине мĕн ÿкернĕ? Вăл мĕне пĕлтерет?

5. Çырав вăхăтĕнче переписчиксене документ кăтартмалла-и?

6. Ялта пурăнакан уйрăм хуçалăх тытакан çыннăн çырава обязательнăй йĕркепе е хăй ирĕкĕпе хутшăнмалла?

7. Пĕтĕм Раççейри ялхуçалăх çы- равĕн тĕллевĕсем мĕнле?

8. Çыравра мĕнле об±ектсене шута илеççĕ?

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.