Хресчен сасси 25 (3065) № 09.07.2025

9 Утă, 2025

Ăстасемпе пултаруллисем уява пуянлатаççĕ

Мĕн ĕлĕкрен утă уйăхĕнче Çĕрпӳ тăрăхĕнче ярмăрккă иртет. Унта инçетри хуласенчен маçтăрсемпе сутуçăсем килеççĕ. Уявра пултарулăх коллективĕсем илемлĕ юрă-кĕвĕ шăрантарса халăха хаваслă кăмăлтуйăм парнелеççĕ. Спорт лапамĕсенче хĕрӳ тупăшусем иртеççĕ. Тихвин ярмăрккине Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев та çитсе килнĕ. Вăл ĕçре палăрнисене наградăсемпе чысланă.

Карçинкка çыхаççĕ, çава тăваççĕ Ярмăрккăна ал ĕç ăстисем тĕрлĕ çĕртен пухăнаççĕ. Мĕн кăна сĕнмеççĕ вĕсем туянакана: тăм шăхличсем, хитрелетнĕ çăматăсем, çемçе теттесем, тĕрĕллĕ-эрешлĕ тутăрсем… Çĕрпӳ округĕнчи Камайкасси ялĕнчен килнĕ Николай Федоров çынсене тĕрлĕ карçинккапа тивĕçтерет. 74-ри арçын хăваран чăх тытмалли, кĕленче лартмалли, кĕпе-йĕм пуçтармалли карçинккасем, ярăнмалли кресло, пукан, сăпка, тĕрлĕ савăт-сапа ăсталать.

— Ку ĕçпе 25 çул каялла пенсие тухсан аппаланма тытăнтăм. Юлташ карçинккасем çыхмалли мелсене вĕрентрĕ. Ал ĕç патне пынă май хавхаланса ĕçлеме тытăнтăм, — терĕ Николай Федорович. Шупашкарти тимĕр-бетон конструкцийĕсем тăвакан заводра тимĕрçĕре вăй хунăскер ку ĕçе хăвăртах хăнăхнă. Пĕр гектар çинче хăва ӳстереççĕ. «Вăл 3-4 çултан кăна çитĕнет. Çулталăкра 10-15 см кăна ӳсет. Кĕркунне касса хуратпăр, хĕлле çыхатпăр. Карçинкка тума пуçличчен нумай ĕçлемелле: хăвана типĕтмелле, çурмалла, хăю тумалла, якатмалла… Çыхма тытăниччен чылай вăхăт иртет, — калаçăва хутшăнчĕ мăшăрĕ Фея Николаевна. Пĕр карçинкка валли 400 хăва кирлĕ-мĕн. Федоровсем çулла ялта пурăнаççĕ, хĕлле — хулара. Хваттертех карçинкка çыхаççĕ, пĕр пӳлĕме мастерскоя çавăрнă. Килте те хăйсем çыхнă карçинккасемпе усă кураççĕ, пластик савăт-сапа тытмаççĕ. Çавăнпа вĕсене тăванĕсемпе пĕлĕшĕсене савăнсах парнелеççĕ. Япаласене сутма Ишек пасарне çӳреççĕ, Çĕрпӳ ярмăрккине иккĕмĕш хут килнĕ. Николай Федоров каланă тăрăх, карçинкка туса пама ыйтакан сахал мар. Чăваш Енре кăна мар, тĕрлĕ хуларан заявкăсем çитеççĕ. Ку таранччен Питĕре, Екатеринбурга, Волгограда, Тюмене ăсатнă. Федоровсен тусĕ, Кăшаркассинчи Анатолий Григорьев та, карçинккасем çыхать. Республикăри паллă фирмăн лавккисенче те унăн ĕçĕсене туянма пулать. Шупашкар округĕнчи Çатра Маркара пурăнакан Антоний Марков та ял çыннисем валли çава, çурла аврисем, кĕвенте, ача-пăча çуни, уйран çӳпçи тата ытти ăсталать. Антоний Абрамович ку ĕçе ашшĕнчен вĕренсе юлнă. Çĕпĕрте нумай çул тăрăшнăскер ватлăх кунĕсенче те ку ĕçе пăрахмасть. Çава аври, çуна туса пама ыйтакан нумай-мĕн. 87 çулти аслашшĕне мăнукĕ Даниил пулăшать. Шупашкарта пурăнакан 16-ри яш çуллахи каникула ялта ирттерет. Çывăх çыннине материалсем хатĕрлесе панă май ĕç вăрттăнлăхĕсене ăса хывать. Пĕрлехи ĕç çывăхлатать Шупашкарта тĕпленнĕ Галина Иванова хĕрарăмсемпе хĕрсем валли капăрлăхсем тăвать. «Çамрăклах ал ĕç тума хăнăхрăм. Улаха тухакан хĕрсенчен тĕрлеме, çыхма тата ытти ĕçе вĕрентĕм. Халĕ те куллен аппаланатăп», — терĕ Галина Тимофеевна. Ун аллинче масмак, тухья, пиçиххи, мăй çыххи, çуха «çуралаççĕ». Пуканесене чăваш тĕрриллĕ тум тăхăнтартать. Вĕсене Шупашкарти реабилитаци центрне, А.Гайдар ячĕллĕ библиотекăна парнеленĕ. Çавăн пекех Мускавсене парса янă. Красноармейски районĕнчи Мăн Супар ялĕнче çуралса ӳснĕскер Шупашкарти сĕт заводĕнче, сĕт-çу базинче мороженăй тăвакан цехра чылай çул ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă. 83-ри хĕрарăм ирсерен зарядка тăвать, куллен скандинави мелĕпе утать. Сăвă-калав, статьясем шăрçалать. Унăн хайлавĕсем тĕрлĕ хаçатра пичетленеççĕ. Хăй те вулама кăмăллать. Çĕрпӳ округĕнчи Чурачăк ялĕнче илемлĕ япала çыхакан нумай-мĕн. Библиотека çумĕнче йĕркеленнĕ «Хĕрарăмсен клубĕ» ăстасене пĕрлештерет. Унта çӳрекенсем теттесем, салфеткăсем, ытти çыхаççĕ. Ялта çăматă тăвакан çемье сахал мар: Голубкинсем, Степановсем, Михайловсем… Унччен продукцие сутма Мускавах çӳренĕ. <...>

Андрей МИХАЙЛОВ.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.