Энерги перекетлĕхпе тухăçлăха кăмăллать
Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев ытларикун хăш-пĕр районпа хула администрацийĕсен ертӳçисемпе энергоэффективлăх урокĕ ирттерчĕ теме те пулать. Юрать, вырăнсенчи чиновниксем канашлăва видеоçыхăну мелĕпе хутшăнчĕç, унсăрăн доска умне те кăларатчĕ пуль: кашнинех пайăр ыйтусене хуравлама сĕнчĕ, киле панă ĕçе пурнăçламаншăн ятларĕ…