Кун хыççăн кун
Патшалăx cимволĕceне хисеп турĕç
Паян - Чăваш Республикин патшалăx cимволĕceн кунĕ. Ăна 1992 çyлхи ака уйăxĕн 29-мĕшĕнче уявлама йышăннă. Çaк куна халалласа паян Шупашкарти Хĕрлĕ лапамра уяв ирттерчĕç. Унта Шупашкарта пурăнакансем, ветерансем, студентсем хутшăнчĕç.
Фестиваль пӗр чӑмӑра пухрӗ
«Эткер» ача-пӑча пултарулӑх центрӗнче «МедиаВзлет» фестивалӗн пӗтӗмлетӗвӗ иртрӗ. Уява ЧР Пуҫлӑхӗ Олег Николаев та ҫитрӗ.
Автономи ҫӗнӗ ертӳҫине суйларӗҫ
Ҫамрӑксен театрӗнче Раҫҫейри чӑвашсен федераци наци культура автономийӗн аслӑ пухӑвӗ иртрӗ.
Автономи ҫӗнӗ ертӳҫине Раҫҫей Геройне Николай Гаврилова суйларӗҫ. Республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев организаци ӗҫне ҫӗнӗ шая кӑлармаллине палӑртрӗ. Автономи хастарӗсене наградӑсемпе хавхалантарчӗҫ.
Йывăç лартнă
Элĕк округĕнчи Питĕшкасси уйрăмĕн ĕçченĕсем «Çуркуннехи ыр кăмăллăх эрни» акцие хутшăнса сирень тĕмĕсем лартнă.
Хастарсем палăртнă тăрăх, çак акци кăçал уйрăмах пĕлтерĕшлĕ. Мĕншĕн тесен пăрлă çумăр вĕсен тăрăхĕнче чылай йывăç-тĕме сиенленĕ. Хастарсем таврари çÿп-çапа та пуçтарса илем кÿртнĕ.
Pages
- « первая
- ‹ предыдущая
- …
- 14
- 15
- 16
- 17
- 18
- 19
- 20
- 21
- 22
- …
- следующая ›
- последняя »