Экономика

Раштав уйăхĕн 3-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Мускавра Раççей Ют çĕр-шыв ĕçĕсен министерстви çумĕнчи РФ субъекчĕсен пуçлăхĕсен Канашĕн XXII ларăвне хутшăннă. 2013-2014 çулсенчи тапхăрта вăл унăн членĕ шутланать.

Ларура Раççейпе Евроканаш хушшинчи çыхăнусене, вĕсен малашнехи аталанăвĕн ыйтăвĕсене пăхса тухнă. Раççей ют çĕр-шыв ĕçĕсен министрĕ Сергей Лавров Раççей регионĕсем тата Ют çĕр-шыв ĕçĕсен министерстви информаци уçлăхĕнче пĕрле ĕçлесси лайăхланнине палăртнă, федераци субъекчĕсене инновацие мала кăларса чикĕ леш енчи çыхăнусене çине тăрсах аталантарма сĕннĕ.

Хальхи вăхăтра чылайăшĕ уйрăм çуртра пурăнасшăн. «Хĕсĕк хваттерте, тăватă стена хушшинче ларса йăлăхрăм», - тенине час-часах илтме тÿр килет. Тен, çавăнпах-тăр çурт лартма çĕр черетĕнче тăракансен йышĕ ÿсет. Пĕрисем тахçанхи ĕмĕтне пурнăçа кĕртессишĕн тапаçланаççĕ пулсан, теприсем пысăках мар лаптăкра та пайта курса юлма хăтланаççĕ. Çакă уйрăмах хуласемпе район центрĕсенче сисĕнет.

РФ Патшалăх Думин депутачĕсем Правительство пуçлăхне Дмитрий Медведева агропромышленноç комплексĕнчи техникăна çĕнетес тĕлĕшпе сĕнÿ тăратнă. «Тракторсен - 70, комбайнсен 55 проценчĕ вунă çул ытла уй-хирте ĕçлет, чылай ĕçе пурнăçлаççĕ вĕсем. Çавăнпа часах çĕмĕрĕлеççĕ. Кун пек чухне ытларах механизаторсем нушаланаççĕ»,- тет Патшалăх Думин аграри енĕпе ĕçлекен комитет председателĕн çумĕ Надежда Школкина. 2014 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕнчен пуçласа техникăна çĕнетнĕшĕн ял хуçалăх таварĕ туса илекенсене федераци бюджетĕнчен 5 млрд тенкĕ субсиди уйăрма сĕнеççĕ депутатсем.

Канашри халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр специалисчĕсем Борис Алексеевич Семенов директор пуçарулăхне пула çулленех кашни сусăра тивĕçлĕ пулăшу пама тăрăшаççĕ. Кунта кашни çул ыттисемпе тан ĕçлеме пултарайман 170 ытла çын пырать. Вăй-хал тĕлĕшĕнчен пултараслăхне кура пурин валли те кăмăлне юрăхлă ĕç тупма самаях йывăр.

Pages

Subscribe to Экономика