Хула

10 Раштав, 2013

«Çăлтăр ушкăнĕ» шăпăрлансене йышăнчĕ

Шупашкарти Миттов урамĕнче вырнаçнă 7-мĕш ача сачĕн картишĕнче лăс туратлă чăрăш лартнă та - çитĕннисемпе вĕттисем хаваслă картана тăнă. Çĕнĕ çул умĕнхи çĕкленÿллĕ туйăм мĕншĕн ытла ир вăраннă тетĕр-и? Савăнăçĕ капашсăр пысăк: капмар та хитре çак çурта çулталăкри чи юратнă уяв умĕн хута ярассишĕн строительсем çав тери тăрăшнă, палăртнине пурнăçа кĕртнĕ.

10 Раштав, 2013

Литература кăларăмĕсем тавра

«Хыпар» Издательство çурчĕ çак кунсенче йĕркеленĕ «çавра сĕтеле» писательсемпе поэтсем, литература критикĕсем хутшăнчĕç. Мĕн тĕллевпе пуçтарăннă-ха вĕсем чăваш халăхĕн тĕп хаçачĕн редакцине?

Ăна ИÇ директорĕ-тĕп редакторĕ Алексей Леонтьев çапла палăртрĕ:

10 Раштав, 2013

Василий Пушкин: «Чăваш ятне ярас темен»

Асăннă ярăмăн черетлĕ хăни хальхинче - педагогика наукисен кандидачĕ, ЧР Писательсен союзĕн тата РФ Журналистсен союзĕн членĕ, ЧР вĕрентĕвĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, чăваш тата вырăс шкулĕсенче чăваш чĕлхипе тата литературипе пĕлÿ памалли 7 учебник тата хрестоматисен, 30 вĕренÿпе меслет пособийĕн авторĕ - Василий Пушкин.

7 Раштав, 2013

Тĕпел кукринчен тухнă тапхăр

2013 çулхи чÿк уйăхĕнче «Ĕç хĕрарăмĕ» журнал тухма пуçланăранпа 85 çул çитрĕ. Унăн пĕрремĕш номерĕ Шупашкар хулинче 2000 экземплярпа кун çути курнă.

Вăл чăваш хĕрарăмне тĕрĕс çул çине тухма пулăшакан, ыррипе усаллине уйăрма вĕрентекен, партипе правительство йышăнăвĕсене тĕплĕ çутатса пыракан журнал пулнă. Çак кăларăм уйăхра пĕрре пичетленнĕ.

Pages