Патшалăх заданийĕ

16 Çу, 2017

Герой ятне илме тăратнине 70 çултан пĕлнĕ

Сăмахăм Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Питĕркассинче 1909 çулта çуралнă, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче паттăрлăх кăтартса пуç хунă Яков Инедеркин пирки. Яков Андреевич Питĕркасси шкулĕн директорĕнче ĕçленĕ, 1942 çулта ăна çапăçу хирне илсе кайнă. 1945 çулхи ака уйăхĕн вĕçĕнче тăванĕсем «хура хут» илнĕ. Анчах паттăра ăçта пытарнине хальччен те пĕлмен.

Pages