Патшалăх заданийĕ

4 Çу, 2017

Пиччĕшĕсем хыççăн вăл та пăшал тытнă

Андрей Васильевичпа Юлия Ивановна Васильевсемпе тĕл пулсан сăмахă¬ма тĕрĕс мар пуçларăм-ши — Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин нушине аванах тутаннăскерсен куçĕ харăсах шывланчĕ. Каччă вун çиччĕре алла пăшал тытнă. Пилĕк çулти хĕр пĕрчи вара Беларуçран эвакуаципе талăкĕ-талăкĕпе килнĕ, çул çинче асапланнă. Манăçми вăрçă çулĕсем ватă çынсен чĕрине ĕмĕрлĕх сăнă пек тăрăнса юлнă, вĕсен аса-илĕвĕ чуна пырса тиврĕ.

2 Çу, 2017

Упăшки кÿрентермен тĕк...

Ытти хĕрарăмăн упăшки пекех, Санюкăн мăшăрĕ те Мускава çÿрет ĕçе. Мĕн тăвас тетĕн? Ял хуçалăхĕ арканчĕ, выльăх тытнипе кăна ача-пăчана ура çине тăратаймăн. Кил-тĕрĕшне те çĕнетмелле. Йăлтах укçа кирлĕ.

Pages