Культура

24 Ака, 2014

Халăх сăмахлăхĕнчи кашни юрă-кĕвĕ – пуянлăх

Асатте-асаннесен ырă йăлисем паянхи кун та манăçа тухман. Чăваш халăхĕн нумай енлĕ пултарулăхĕ пире, çамрăксене, савăнтарать те, тĕлĕнтерет те. Эпĕ Йĕпреç районне кĕрекен Чăваш Çармăс тăрăхĕнчи ырă йăласенчен пĕринпе – вăйă картипе - паллаштарăп, ăна ялти ватăрах çынсенчен çыра-çыра илтĕм.

24 Ака, 2014

Ыран хамăра тĕрĕслĕпĕр

Ыран, Чăваш чĕлхи кунĕнче, пĕтĕм халăхпа пĕрле диктант çырăпăр. Хăйне евĕр акцие хутшăнма кăмăл тăвакансене Чăваш Республикин Вĕренÿ институтĕнче, И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче, Шупашкарти Н.В.Никольский ячĕллĕ педагогика колледжĕнче 13.00 сехет тĕлне кĕтеççĕ.

24 Ака, 2014

Сăпка юррисене аса илнĕ

Çемье хушăнасса кĕтекен самант... Мĕн тери илĕртÿллĕ, асамлă вăл. Çавăн чухне пулас амăшĕн йĕри-тавра ырри, хитри, чуна хавхалантараканни кăна хуçаланмалла: пепкене çакă лайăх витĕм кÿрĕ.

Pages