Культура

26 Пуш, 2014

Талвир çуралнăранпа - 105 çул

"Пăва çулĕ çинче" повеç пичетленсе тухсассăн унăн авторĕн ăсталăхне литература тĕпчевçи Михаил Сироткин пысăк хак панă. 1964 çулта вара Алексей Талвир "Никĕс" роман кăларнă. Кĕçех ăна вырăсла куçарса пичетленĕ. Çĕнĕ кĕнекине ахаль çынсем те, литература тĕпчевçисем те ырласа йышăннă. Çыравçăн ытти кĕнеки те вулакана хумхантарать, илĕртет. Алексей Филиппович çуралнăранпа 105 çул çитнине халалласа Шупашкарти литература музейĕнче асăну иртрĕ.

26 Пуш, 2014

«Пире мĕн лекĕ?»

Ĕпхÿ мэрийĕ 2013 çулхи кĕркунне Чăваш вырсарни шкулĕ вырнаçнă кермене, XIX ĕмĕрте хута янăскере, сутма шухăш тытни, 2014 çулхи нарăс уйăхĕнче иртнĕ аукционра Нефтекамск бизнесменĕ çĕнтерни, çурта тара илни çинчен маларах пĕлтернĕччĕ ĕнтĕ. Администрацин çурт авари хăрушлăхĕ кăларса тăратнăран çак утăма тума тивнĕ. Суту-илÿ килĕшĕвĕпе усламçăн авалхи кермене хăйĕн укçи-тенкипе юсаса çĕнетнĕ хыççăн 187,7 тăваткал метра Чăваш вырсарни шкулне памалла. Ытти лаптăк çинче унăн офиссемпе суту-илÿ вырăнĕсене уçма ирĕк пур.

26 Пуш, 2014

Чăваш Енре янраççĕ «Раççей юррисем»

Раççей халăх артистки Надежда Бабкина пуçарăвĕпе чăмăртаннă «Раççей юррисем» фестиваль-марафон 2007 çулхи пуш уйăхĕн 28-мĕшĕнче «старт» илнĕ. Пирĕн республикăра вăл 2008 çулхи çĕртме уйăхĕнче пулнăччĕ.

26 Пуш, 2014

Третьяков галерейинчи картинăсем - хула вулавăшĕсенче

Тĕп хулари "Радуга" культурăпа курав центрĕн Культура çулталăкĕнчи "Искусствăсен караванĕ" проекчĕпе килĕшÿллĕн - Шупашкарти вулавăшсенче "Третьяков галерейин шедеврĕсем" куçса çÿрекен куравĕ иртĕ.

"Радуга" центр вулавăшсемпе тытакан çыхăну çирĕп. Пĕрлехи вăйпа 10 çулта 248 курав ирттернĕ.

26 Пуш, 2014

"Нарспи" çĕнелсе таврăнĕ

Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче нумаях пулмасть Г.Хирбю композиторăн "Нарспи" оперине кăтартрĕç. Ăна, сăмах май, театр никĕслевçи, Раççей, Чăваш халăх артисчĕ Борис Марков çуралнăранпа 90 çул çитнине халалланă.

Pages