Культура

5 Пуш, 2014

Культурăсăр чун хавшак

Красноармейски районĕнче тăхăр культура çурчĕ. Тĕрĕссипе, вĕсен ячĕ халĕ урăхларах – информаципе культура аталанăвĕн центрĕ. Кашни çулах районта пилĕк пинрен кая мар мероприяти ирттереççĕ. Кăçал Культура çулталăкĕ пулнă май вĕсен шутне тата ÿстересшĕн.

4 Пуш, 2014

Юрт, юрт кăна, утçăм...

Çăварни - ачалăхра тарăн йĕр хăварнă уяв. Катаччи чупса, çăварни юррине шăрантарса курман эпĕ, анчах та пиртен аслăрах аппасемпе тетесем шăрантарнă çак йĕркесем халĕ те асрах:

4 Пуш, 2014

Культура çулталăкĕнче - çĕнĕ çитĕнÿсем

ЧР Культура министерствин коллегийĕн анлă ларăвĕнче иртнĕ çулхи ĕç кăтартăвĕсене пĕтĕмлетрĕç тата 2014 çулхи тĕллевсене палăртрĕç.

Ун ĕçне ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - ЧР Пуçлăхĕн Администрацийĕн Ертÿçи Александр Иванов, РФ Федераци Пухăвĕн Федераци Канашĕн членĕ Галина Николаева, ЧР Патшалăх Канашĕн комитет председателĕ Петр Краснов, культурăпа искусствăн паллă деятелĕсем, муниципалитет районĕсемпе хула округĕсен администрацийĕсен представителĕсем, ведомство учрежденийĕсен ертÿçисем хутшăнчĕç.

3 Пуш, 2014

"Тăван Атăл" журнал. 2 №, 2014 çул.

ТĂВАН АТĂЛ

 
ПРОЗА
Исмай ИСЕМПЕК. Салтак калавĕсем
Василий АНТОНОВ. Хăраххăн та вăраххăн. Калав
 
ЭТКЕР
Иван Ивник çуралнăранпа – 100 çул
Надежда ИЛЬИНА. Сывлăм йĕрĕ юлчĕ çырура
1 Пуш, 2014

Юрă сăмахĕсем манăçсан та... Анфиса Смелова аса килет

Шупашкарти «Çĕнтерÿ» мемориал комплексĕнчи Çар Мухтавĕн монуменчĕ патĕнче тăратăп. Ăна 1980 çулхи çу уйăхĕн 9-мĕшĕнче уçнă. Амăшĕпе салтак сăнарĕ урлă Тăван çĕр-шыв Аслă вăрçи вăхăтĕнчи паттăрлăха кăтартнă. Çакăнтах сÿнми çулăм ялкăшать.

Pages