Вĕрентÿ

20 Чÿк, 2014

Мускава, Президент полкне

Хĕсмет вырăнне вĕсене чыслăн ăсатрĕç. Çакăнта кăçал хĕсметре тăма тивĕçнисен йышĕнче Шупашкар районĕнчи Шорчекасси ял каччи Павел Григорьев та пур. Павел - 20 çулта, И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн электротехника факультечĕн тăваттăмĕш курс студенчĕ.

20 Чÿк, 2014

Педагогсен шанчăклă шкулĕ

Республикăри тĕрлĕ учреждени хăйсем никĕсленнĕренпе çавра çул çитнине паллă тăвать. Акă çак кунсенче Канашри педагогика колледжĕ те пĕр ĕмĕр тултарнă ятпа хăйĕн кĕрекине кунта тĕрлĕ тапхăрта ĕçленĕ вĕрентекенсемпе професси вăтам пĕлĕвне илнĕ çынсене пухать.

15 Чÿк, 2014

Паянхи ĕçе ырана хăвармасăр

- Эпир мĕнпур ĕçе йышпа тума хăнăхнă. Ăнăçу вăрттăнлăхĕ те çакăнта тен. Хальхи вăхăтра çапла кăна малалла утма пулать. Пирĕн коллектив лайăх, учительсем пĕр-пĕрне яланах пулăшса пыраççĕ. Кирлĕ-тĕк отпускра та тухса ĕçлетпĕр. Сăрлатпăр, шурататпăр, çÿп-çап тасататпăр.

15 Чÿк, 2014

ППЭ: çĕнĕлĕхсем

Декабрĕн 3-мĕшне кăçал шкулта вĕренекенсем пăлханса кĕтеççĕ. Шăпах çак кун Раççейри мĕнпур шкулта ППЭ енĕпе вырăс чĕлхипе литературипе сочинени çырмалла пулĕ. Унта Шупашкарти мĕнпур шкул хутшăнать, республикăри вĕренÿ ытти учрежденийĕ - кăмăлне кура.

15 Чÿк, 2014

Садиксене кăçал хута ямаллах

Республикăра кăçал шкул çулне çитменнисен 14 учрежденийĕн строительстви малалла пырать. Паянхи кун тĕлне 3-шне хута янă, тепĕр пиллĕкĕшне çулталăк вĕçлениччен туса пĕтермелле.

Pages