Потребителе

18 Нарăс, 2019

Сахал тупăшлисен тăкакне саплаштарĕç

РФ Президенчĕн Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ представителĕ Игорь Комаров Чулхулара «Раççей телекурав тата радиохыпарлав сечĕ» предприятин генеральнăй директорĕпе Андрей Романченкăпа тĕл пулса округра телекурава цифра çине куçарассине сÿтсе явнă.
Чăваш Енре аналог телекуравне ака уйăхĕн 15-мĕшĕнче чараççĕ. Пирĕн республикăра цифра эфирĕн 42 объектне туса лартнă. Çавăнпах ялсенче абонент тÿлевĕсĕр 20 канал пăхма май пулĕ.

29 Кăрлач, 2019

Пенси саккунĕнчи улшăнусене пăхса тухрĕç

Паян РФ Пенси фончĕн Чăваш Республикинчи уйрăмĕн управляющийĕ Роза Кондратьева республикăри массăллă информаци хатĕрĕсен журналисчĕсемпе тĕл пулчĕ.

25 Кăрлач, 2019

Ыран Чăваш Енре Сывлăхпа спорт кунĕ иртĕ

Ыран, кăрлачăн 26-мĕшĕнче, Чăваш Енре Сывлăхпа спорт кунĕ иртĕ. Çак кун çынсем спорт керменĕсене тÿлевсĕрех кĕме пултарĕç.

Ыран районсемпе хуласенче тĕрлĕ ăмăрту йĕркелеме палăртнă. Шупашкарти биатлон центрĕнче, тĕслĕхрен, çемье командисем йĕлтĕр эстафетинче ЧР Пуçлăхĕн парнисене çĕнсе илессишĕн тупăшĕç. 

www.hypar.ru

Pages