Пулса иртни

23 Авăн, 2014

Кролик валли... наркотик

Республикăн Аслă сучĕ апелляци тишкерĕвĕн кăтартăвĕсем тăрăх Çĕнĕ Шупашкар хулин сучĕн кăçалхи утă уйăхĕнче палăртнă приговорне улăштармасăр хăварнă. Сăмах Федерацин наркотĕрĕслев службин Чăваш Енри управленийĕн химиксен хулинчи пайĕн аслă оперуполномоченнăйĕ пулнă 29 çулти çамрăк пирки пырать.

Çапла вара экс-опер тĕлĕшпе приговор саккунлă вăя кĕнĕ. Ăна УК 285 статйин 3-мĕш пайĕпе /должноç полномочийĕсемпе киревсĕр тĕллевпе усă курни/ айăпланă, 2 çуллăха пĕтĕмĕшле режимлă колоние ăсатма йышăннă.

23 Авăн, 2014

Вăл Ленинграда хÿтĕленĕ

...1941 çулхи çурла уйăхĕ. Фашист эшкерĕсем совет çарĕсем хирĕç тăнине сирсе Ленинград облаçне вирхĕнсе кĕнĕ, Ленинград хули çывăхне - Колпино хулине - ыткăннă. Тÿрех хулана хăйне те, паллă Ижорски заводне те ярса илме ĕмĕтленнĕ. Унта паха йышши хурçă, карапсемпе танксем валли броня туса кăларнă. Колпино оборонăн малти линийĕнчен 3-4 çухрăмра çеç пулнă. Оборона линине татмашкăн фашистсем совет окопĕсем çине пин-пин авиабомба, снаряд тăкнă. Взрывсене пула çĕр пусăрăнсан татти-сыпписĕр вут-хĕм сирпĕтекен Гитлер çыннисене хирĕç совет салтакĕсем тăнă, тăшмана Анăçалла хăваланă...

22 Авăн, 2014

20 Авăн, 2014

«Манăн айăпа пула хĕрĕм амăшĕсĕр çитĕнет»

ФСИНăн республикăри управленийĕн Çĕрпÿ районĕнчи сипленсе юсанмалли 7-мĕш учрежденийĕ пирки хăйне евĕрлĕ колони теççĕ. Сăлтавсăр мар - судпа айăпланнă хĕрарăм наркомансене, ĕçкĕçсене сиплекен пĕртен пĕр учреждени, Раççейре унашкалли урăх çук.

Pages