Сывлăх

7 Çурла, 2014

ВАРВИТТИЛЛĔ КОЛИТ ЧУХНЕ

Диетологсем сĕнекен пĕр эрнелĕх сиплĕ менюпа паллаштаратпăр.
Тунти кун
Пĕрремĕш ирхи апат: пăспа пĕçернĕ какай катлечĕ, çĕр улми нимĕрĕ, нимĕрленĕ пылак рис пăтти, чей сахăрпа тата лимонпа.
Иккĕмĕш ирхи апат: тÿнĕ тăпăрчă сĕтпе.
Кăнтăрлахи апат: аш шÿрпипе пĕçернĕ яшка нимĕрленĕ какайпа, пăспа какайран пĕçернĕ суфле, кишĕр нимĕрĕ, нимĕрленĕ пан улми компочĕ.
Кахал апачĕ: чей сухарипе.
Каçхи апат: хура тул кĕрпипе тăпăрчă пудингĕ, чей сахăрпа.
Çĕрлене: кĕсел.
7 Çурла, 2014

ÇӲЛЛĔРЕХ ӲСЕС КИЛЕТ...

Çамрăкăн, паллах, çӳллĕрех ӳсес килет. Хăшĕсем лутра пулнăшăн вăтанаççĕ те. Ашшĕ-амăшĕн ку ыйтупа ачи пĕчĕк чухнех тимлĕ пулмалла. Кĕлетки хăйĕн çулĕсенче кирлĕ виçерен пĕчĕкрех пулсан тухтăрпа канашламаллах. Ку сывлăх тĕлĕшпе мĕнле те пулин кăлтăк пулсан та палăрать.

1 Çурла, 2014

Кук тĕрриллĕ пит

Нумайăшĕ пит çинчи кук тĕррине /веснушки/ кăмăлламасть. Çавăнпа та ансат маскăсем вĕсене тĕксĕмлетме, пите çĕнĕ сăн кĕртме пулăшĕç.

Чи ансатти вăл - хăяр тата лимон сĕткенĕпе пите сăтăрни. Анчах асра тытмалла, икĕ чей кашăк лимон сĕткенне çур стакан шывпа хутăштармалла. Пите кунне икĕ хутчен çак шĕвекпе сăтăрмалла.

31 Утă, 2014

ТИПĔ ÇАНТАЛĂКРА ПУХМАЛЛА

Шур тăрăллă хыт курăк /тысячелистник/ - тĕлĕнмелле ÿсен-тăран, вăл питĕ нумай чиртен сипленме пулăшать. Унпа ача кĕтекен хĕрарăмсен тата юн кĕвелеслĕх пысăк çынсен кăна усă курмалла мар.

Хатĕрлев

Pages