Анонс

1 Пуш, 2017

«Самант» журналăн 2-мĕш номерĕ пичетрен тухрĕ!

ÇӖНӖ НОМЕРТЕ:
«Чуна чечеклентерме çемье ăшши кирлӗ». Артем – тăлăх ача. Шупашкарти ача çуртӗнче 2009 çултанпа пурăнать. Тем те пӗлме юратакан ачана вӗрентекенсем мухтаççӗ…

«Хӗрсен çарта пулмалла-и?» ЫЙТĂМ

1 Пуш, 2017

«Капкăн» журналăн кăçалхи 2-мĕш номерĕ кун çути курчĕ

Хуплашкан 1-мĕш страницине "Эх, ачасем! Виличчен хăшĕ килсе курĕ-ши мана?" /художникĕ - А. Плеханов/ ӳкерчĕк илем кӳрет. Иккĕмĕш страницăра - "Йĕплĕ сăмах, чăн сăмах". Кăларăм çивĕч материалсенчен пуян."Ăсталăха туптани",  "Çул çӳремелли уйăхлăх билет", "Касатăп шуйттан катăркасне", "Çар вĕрентĕвĕнче", "Кивçен илме шăлсем кирлĕ" тата ытарлă халапсемпе юптарусем вулакан кăмăлне каясса шанатпăр.

"Сăмах çерçи мар", "Шăпăрлансем-шăхличсем", "Йĕплĕ йĕркесем", "Ан та кала" тата ытти ярăмсенче сире интереслĕ материалсем кĕтеççĕ.

Çавăн пекех кунта кроссворд тата илемлĕ ӳкерчĕксем пур.

Pages