Вĕсем Çĕнтерĕве туптанă
Иртнĕ вăрçăн паттăрĕсемпе тыл хастарĕсен речĕ уйăхсерен чакса пырать. Çĕр çинчи мирлĕ пурнăçа упраса хăварнисемпе уй-хирте, фермăра, фабрика-заводра лăш курмасăр ĕçлесе хĕвеллĕ куна хăвăртрах çитерессишĕн тăрăшнисем çамрăк ăрăва тăнăç тапхăр пиллесе сыв пуллашаççĕ. Çав кун историре аякран аяккарах кайса пырать пулин те вĕсен паттăрлăхĕпе хастарлăхĕн сумĕ, пĕлтерĕшĕ ÿссех пырать. Вăл нихăçан та асран тухмĕ.