Агрохимслужба тухăçа ÿстерме май парать
Агрономсем Çĕрпÿ районĕнчи Сăнав поселокĕнчи «Агрохими службин чăваш патшалăх центрĕ» федерацин патшалăх бюджет учрежденине лайăх пĕлеççĕ.
Вăл ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕр тĕлĕшпе мониторинг ирттерет, тăпра пулăхне лайăхлатма аграрисене сĕнÿсем парать, уй-хирĕн электрон карттограммипе паспортне хатĕрлет. Культурăсене азот мĕн чухлĕ кирлине пĕлес тĕллевпе тăпрапа ÿсентăрана тĕпчет, хуçалăх ĕçĕнче, кил-çуртра усă куракан шыв пахалăхне уçăмлатать. Тăпрана радиологипе токсикологи тĕпчевĕ витĕр кăларать. Минерал тата органика удобренийĕсен, хими мелиоранчĕсен, выльăх апачĕн тата ÿсентăранран хатĕрлекен апат-çимĕç пахалăхне палăртать. Çĕр ĕçченĕсене минерал удобренийĕсемпе усă курмалли план, тăпрана акшар /извеç/, фосфор тата кали хывмалли проектпа смета докуменчĕ, культурăсене тухăçлă çитĕнтермелли технологи картти туса парать.