Пайçăсем хăçан хваттерлĕ пулĕç?
Паян журналистсем ЧР строительство, архитектура тата çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министрĕпе Владимир Михайловпа тата çак министерствăн патшалăх стройнадзор специалисчĕсемпе пайçăсене темиçе çул хваттер шантарса çурт-йĕр тăвакан «Алза» организацин хута каяйман объекчĕсенче пулса курчĕç.