ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Ĕç çыннин çулталăкне халалласа тĕрлĕ отрасльте тăрăшакансене çулталăкĕпех чыслама палăртнă. Нумаях пулмасть çак тĕллевпе тĕп хулара ĕçре çитĕнÿсемпе палăрнă зоотехниксем, дояркăсем, выльăх тухтăрĕсем пулса курчĕç.
Дария Михайлова Муркаш районĕнчи Ятман ялĕнче пысăк çемьере çуралнă. «Эпĕ тăххăрмĕш ача пулнă, - каласа парать вăл. - Аслă пичче Ефрем пединститутра вĕреннĕ, истори учителĕ пулма ĕмĕтленнĕ. Хăрушă вăрçă унăн ĕмĕчĕсене аркатнă.