астăвăм

3 Утă, 2015

Асаттесен паттăрлăхне чĕрере упрар

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуç хунă ентешсене халалласа 70 çул хушшинче республикăра палăк нумай тунă. 2015 çул пуçламăшĕнче ирттернĕ паспортизаци кăтартăвĕсем тăрăх вĕсен хисепĕ 1164-па танлашнă. Палăксемпе пуçтайăм вырăнĕсен хушшинче темĕн тĕрли те пур - чăн-чăн скульптура шайĕнчи те, кирпĕчрен туни те... Чи пахи - вĕсем пурте вăрçă кÿнĕ хурлăх, хуçнă шăпасем тата, паллах, халăхăмăрăн ывăл-хĕрĕн паттăрлăхĕ çинчен аса илтерсе тăни.

8 Çу, 2015

Ячĕсем - «Астăвăм кĕнекинче»

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче ирсĕр тăшмана тĕп тунăранпа - 70 çул. Сумлă юбилее хатĕрленсе эпир, Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Мăн Этменри вăтам шкулта вĕрентекенсемпе вĕренекенсем, хамăр тăрăхран çапăçу хирĕсене тухса кайнă ентешсем çинчен тĕплĕнрех пĕлес терĕмĕр.

Ялти ватă çынсен асаилĕвĕсене çырса илтĕмĕр, сăнÿкерчĕксем, вăрçă докуменчĕсем пухрăмăр. Тĕпчеве 5-11-мĕш классенче вĕренекенсем хастар хутшăнчĕç. Уйрăмах пуçаруллă пулнисене ятранах асăнас килет: Дмитрий Шалтайкин, Андрей Большов, Екатерина Елизаркина, Валентина Михеева, Евгения Михеева, Владимир Мишин, Анастасия Фондеркина тата Александр Ятманов. Ачасем тăрăшни сая каймарĕ. Вăрçăпа çыхăннă пирĕн тăрăхри пулăмсем, мăн асаттесемпе асаттесен фронтри паттăрлăхĕ, асаннесемпе ват асаннесен тылри тăрăшулăхĕ çинчен чылай материал пухрăмăр.

6 Çу, 2015

Тавах сана, салтак-ветеран!

1941-1945 çулсенчи Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе кăçал 70 çул çитет. Чаплă уява кĕтсе илме çĕршывра тăрăшса хатĕрленеççĕ, çав шутрах республикăра та. Çавна май Аслă Çĕнтерÿ ячĕпе ятарлă акцисем, уйăхлăхсем, спорт тата культура мероприятийĕсем иртеççĕ.

6 Çу, 2015

Юлташĕсен асăну турнирĕ

Елчĕк районĕнчи Лаш Таяпа ялĕнче çуралса ÿснĕ Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕн кавалерĕ Владимир Яковлев /сăнÿкерчĕкре/ пурăннă пулсан çак кунсенче 49 çул тултармаллаччĕ. Шел те, Афганистан вăрçин инваличĕ вăрах вăхăт йывăр чирленĕ хыççăн 13 çул каялла пиртен яланлăхах уйрăлса кайрĕ. Владимир Петрович ялти масарта Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин паттăрĕпе - аслашшĕпе, Всеволод Тимофеевич Яковлевпа, юнашар канлĕх тупнă. Малалла вулас...

Pages