Çакнашкал хитре пуканесем ăсталать Патăрьел районĕнчи Сăкăт ялĕнче пурăнакан Федор Артамонов. Çичĕ теçетке çула çывхараканăн аллинче ĕç вĕрет. Вутă пуленки пуканене çаврăнать.
Паян Чăваш Ен Физкультурник кунне паллă тăвĕ. Çак кун Патăрьел районĕнчи Нăрваш Шăхаль ялне маунтинбайка юратакансем çĕршывăн тĕрлĕ регионĕнчен пуçтарăнаççĕ. Вĕсем «кросс-кантри» енпе тĕнчен икĕ хут чемпионкин, XXVIII çуллахи Олимп вăййин бронза çĕнтерÿçин, Раççейĕн тава тивĕçлĕ спорт мастерĕн Ирина Калентьевăн парнисемшĕн ăмăртĕç.
Патăрьел районĕнчи хуçалăхсенче севок сухан кăлараççĕ. Малтанлăха палăртнă тăрăх, ăна 300 гектар çинчен кăларнă. Районĕпе пурĕ 405 гектар йышăнать.
— Севока 15 гектар çинче çитĕнтернĕ. Çумăрлă çанталăка пăхмасăр унăн тухăçĕ аван. Çак кунсенче ăна кăларса пĕтертĕмĕр. Халĕ хирте типĕтетпĕр. Кайран сортласа тасататпăр. Ĕçе ял çыннисене явăçтаратпăр. Вĕсене вĕри апат çитерессине те йĕркеленĕ, — ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ Евгений Мартышкин фермер.
Ял хуçалăх организацийĕсем вырмана еплерех хатĕрленнине пĕлес тĕллевпе "Хыпар" издательство çуртĕнче ĕçлекенсем çурла уйăхĕн 4-мĕшĕнче Патăрьел тăрăхне çитсе килчĕç.