Патшалăх пулăшăвĕ

19 Çу, 2015

Ĕç ветеранĕсен йышĕ ÿсет

Аслă ăру çыннисене патшалăх пулăшăвĕпе тивĕçтерес тата вĕсен пурнăç условийĕсене лайăхлатас тĕллевпе Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев 2014 çулхи ноябрь уйăхĕн 26-мĕшĕнчи "Чăваш Республикин Президенчĕн 2011 çулхи октябрь уйăхĕн 7-мĕшĕнчи 90-мĕш Указне улшăнусем кĕртесси çинчен" 155-мĕш Указĕпе республикăра пурăнакан тата ĕç стажĕ 37 çул та 6 уйăхпа танлашакан хĕрарăмсене, 42 çул та 6 уйăх стажлă арçынсене тивĕçлĕ канăва тухсан е ватлăх пенсийĕн правипе усă курмалли ÿсĕме çитсен "Чăваш Республикин ĕç ветеранĕ" ята илмелли ирĕк пама йышăннă.

6 Нарăс, 2015

Хальлĕхе сÿтсе яваççĕ

Амăшĕн капиталĕнчен алла 20 пин тенкĕ параççĕ текен сас-хура çÿрет. Тĕрĕсех-и? Тĕрĕс пулсан ку ыйтупа ăçта каймалла?

Марина Степанова. Кÿкеç.

РФ Пенси фончĕн Чăваш Енри уйрăмĕ çапла пĕлтерет:

- Хальлĕхе ниçта та каймалла мар. Амăшĕн капиталĕнчен çемье нуши валли укçа уйрассине малтан саккунпа çирĕплетмелле. Хальхи вăхăтра ку шухăш проект шайĕнче кăна-ха, ăна сÿтсе явас ĕç пырать. Саккуна йышăнсанах çакăн çинчен çийĕнчех республикăра пурăнакансене пĕлтерĕпĕр.

5 Нарăс, 2015

Социаллă стипендие кам тивĕçет?

Социаллă стипендие хăш студент илме пултарать? Çак пулăшăва тăлăх студентсем, пĕрремĕш тата иккĕмĕш группа инвалид студентсем, ачаранпах инвалидсем, радиаци зонинче пурăннă е радиацие витĕмне тĕрлĕ сăлтавпа лекнĕ студентсем. Çавăн пекех 2015 çулта социаллă стипендие МВДра, хăш-пĕр çарсенче контрактпа службăра 3 çултан кая мар тăнă студентсем тивĕçеççĕ.

Стипендие илес тесен студентăн тÿлеве илме право паракан документсем пулмалла. Çавна валли социаллă хÿтлĕх пайĕнче асăннă тÿлеве тивĕçли çинчен ятарлă справка илмелле. Справка пĕр çул хушши вăйра тăрать. Ăна çулсеренех çĕнетмелле.

30 Кăрлач, 2015

Патшалăх пулăшăвĕпе çыхăннă

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Патшалăх Канашне янă Çырăва хакласа РФ Пенси фончĕн Чăваш Енри уйрăмĕн ертÿçи Роза Кондратьева çапла пĕлтерчĕ:

- Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн Çырăвĕнче демографи лару-тăрăвĕ лайăхланнине, ача çураласси ÿснине палăртни - тĕрлĕ енлĕ патшалăх пулăшăвĕ кÿнин кăтартăвĕ.

30 Кăрлач, 2015

Социаллă ĕçченĕн çĕнĕ статусĕ

Кăçалхи январь уйăхĕн 1-мĕшĕнче федерацин "Раççей Федерацийĕн гражданĕсен социаллă ыйтăвĕсене тивĕçтерессин никĕсĕсем çинчен" 422-мĕш саккунĕ вăя кĕчĕ.

Pages