пресс-конференци

25 Раштав, 2013

Вадим Ефимов: «Умри тĕллевсем пысăк»

РФ Президенчĕн В.Путинăн 2013 çулхи акан 22-мĕшĕнчи Указĕпе килĕшÿллĕн 2014 çул Раççейре Культура çулталăкĕ пулĕ. Чăваш Республикинче вăл кăрлачăн 25-мĕшĕнче Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче савăнăçлă лару-тăрура уçăлĕ.

3 Раштав, 2013

Карас çыхăнăвĕ, уçă кăтартусем...

Карас çыхăнăвĕн пĕр операторĕ патĕнчен теприн патне абонент номерне сыхласа хăварса куçасси, Чăваш Енре "Уçă кăтартусем" портала туса хурасси - шăпах çак ыйтусене сÿтсе яврĕç ЧР Информаци политикипе массăллă коммуникацисен министерствинче йĕркеленĕ пресс-конференцире. Мероприятие уçнă май министр çумĕ Алексей Новиков кăçал раштав уйăхĕн 1-мĕшĕнчен çынсем хăйсен карас телефонĕн номерне сыхласа хăварса оператора улăштарма пултарнине пĕлтерчĕ. Çак çĕнĕлĕхе федерацин "Çыхăну çинчен" саккунне улшăнусем кĕртсе çирĕплетсе хăварнă.

Pages