Классиксене вулăр
Кашни халăхăнах тăван чĕлхене юратса, ăна хÿтĕлесе çырнă писателĕсемпе поэчĕсем пур. Вĕсен сăмахĕсем ĕмĕрсем иртнĕ хыççăн та кивелмеççĕ, пачах урăхла, çĕнĕ саманара çĕнĕ вăй илсе çамрăк ăру çыннисене халăхăн чи ырă йăли-йĕркисене, унăн чĕлхине, çав шутрах тăван халăха хăйне те упраса хăварма пулăшаççĕ.1968-1973 çулсенче Дагестан халăх поэчĕн Расул Гамзатовăн "Мой Дагестан" ятлă икĕ кĕнекеллĕ проза хайлавĕ çапăнса тухнăччĕ. Ăна аварларан вырăссен талантлă писателĕ Владимир Солоухин куçарса кăларнăччĕ.