Сиплевçĕ

12 Пуш, 2015

Хăяр-сиплевçĕ

Хăяра XVI ĕмĕрте акса ÿстерме пуçланă. Халăх 100 çул тăршшĕнчех унăн сывлăха ырă витĕм кÿрекен паха енĕсене асăрханă.

Хăяр вар хытсан пулăшнине ăнланнă. Унпа водянкăран, туберкулезран сипленнĕ. Çак çимĕçре кали нумай пулни /49: яхăн/ юн пусăмне йĕркене кĕртме пулăшать - вăл пысăк чухне те, пĕчĕк пулсан та хăяр çини питех те усăллă.

19 Раштав, 2014

Шăнса чирлесен мĕн ĕçмелле?

Шăнса чирлесен ăшă тăхăнмалла, нумай ĕçмелле. Хăвăртрах сывалма мĕн ĕçсен лайăхрах?

Ăшă чей лимонпа, пылпа. Шăнса чирленине туйсанах ăшă чей лимонпа тата пылпа ĕçмелле. Çăрах мар симĕс е хура чей пăшăхламалла, темиçе касăк лимон, 1 кашăк пыл хушмалла. Вĕсене ăшă шĕвеке ямалла, унсăрăн лимонпа пылăн усăллă паха енĕсем çухалаççĕ.

Шăлан чейĕ. Шăланра С витамин нумай. Типĕтнĕ çырлана вĕтетмелле, çĕрле термоса 3 апат кашăкĕ çырла, вĕренĕ çур литр шыв ямалла. Ирхине шăлан чейне сăрăхтармалла, кунне 3-4 хут апатчен 20 минут маларах çуршар стакан ĕçмелле.

12 Раштав, 2014

Сывлaхшaн усăллă вунa сĕнÿ

1. Кунне çур сехет физкультура тума вăхăт уйăрăр. Ăна икке пайлама юрать. 15 минут ирхине, 15 минут кун каçиччен. Каçа та хăварма юрать. Тĕрлĕ хускану усăллă. Ташă е теннис, чупни е хăвăрт утни - пурпĕрех. Пĕлтерĕшли - хусканусем кăмăла çĕклеччĕр, кунсеренех пулччăр, кĕлеткен тĕрлĕ пайĕсене хускатчăр.

2. Шыв çителĕклĕ ĕçĕр. Çакăн пирки яланах калаççĕ пулсан та хăшĕ-пĕри шыв питĕ сахал ĕçет. Шыв - вăй-хал хушать, сиенлĕ япаласене организмран кăларать, юна шĕветет, ÿте якатать.

Пирĕн организмăн пысăк пайĕ - шыв. Шыв çителĕклĕ пулсан ăш-чикри органсем йĕркеллĕ ĕçлеççĕ.

5 Раштав, 2014

Килти аптечка

Кашни килтех аптечка пулмалла. Унта этеме кирек хăш вăхăтра та кирлĕ пулма пултаракан эмелсем упранмалла. Вĕсен шутне антисептиксем, антибиотиксем, ыратнине ирттерекен, пысăк температурăна чакарма пулăшакан эмелсем пулмалла. Аллергирен, вар виттириен, хырăм ыратнинчен те эмелсем яланах саппасра пулмалла.

Антисептикпа ÿт-пĕве ăнсăртран суранлансан усă кураççĕ. Çак шута этил спирчĕ, йод, кали перманганат /марганцовка/, зеленка кĕрет.

31 Юпа, 2014

Ачасене ÿслĕкрен сиплемелли халaх мелĕсем

*Лимона хуппине шуратмасăрах 10 минут вăйсăр çулăм çинче пĕçермелле, сивĕтмелле, хуппинчен тасатмалла, сĕткенне пусса кăлармалла. 2 апат кашăкĕ глицерин /аптекăра туянмалла/ тата лимон сĕткенĕ чухлĕ пыл хушса лайăх пăтратмалла.

Pages