Ас тăвăм

11 Нарăс, 2014

Шăпи ăмсанмалăх пур

Шупашкар хăнисемпе çыннисем кÿлмек еннелле утнă чухне Василий Николаев академике асăнса лартнă палăка асăрхаççех. Пур çавăн пек çынсем çут тĕнчере. Вĕсен пурнăçĕ, ĕçĕ-хĕлĕ ĕмĕрлĕхе историре юлать. Ун пеккисем пирки каласа кăтартма та ансат, çав вăхăтрах кăткăс та. Шăпах çавăн пек пулнă производствăн паллă йĕркелÿçи, пултаруллă ăсчах, тăван халăхăн кăвар чĕреллĕ ывăлĕ Василий Васильевич Николаев. Шел, ĕмĕрĕ кĕске килчĕ. Пурăннă пулсан вăл нарăсăн 11-мĕшĕнче 75 çул тултаратчĕ.

8 Нарăс, 2014

Чăтнă, тÿснĕ, парăнман

Вăрçă шавĕ тахçанах лăпланнă, çапах унăн суранĕсем паян та тарăн-ха. Етĕрне хулинче пурăнакан Иустина Петровна Рыбакова 94 çулта пулин те çав çулсене хальхи пекех ас тăвать. Тылра ырми-канми тăрăшнă ветеран Ленинград блокадине те тÿссе ирттернĕ.

7 Нарăс, 2014

Афганистан... Чĕре ыратăвĕ

Тепĕр çулталăкран совет халăхĕ Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 70 çул çитет. Иртнĕ ĕмĕрĕн 40-мĕш çулĕсенче 30 миллион ытла çын пуç хунă, çынсем хыпарсăр çухалнă, вутра çунса кĕлленнĕ.

25 Кăрлач, 2014

Çутă сăнарĕ манăçмĕ

Манăн умра Чăваш халăх писателĕ Лаврентий Таллеров алă пусса парнеленĕ «Хурăн шывĕ», «Юхать юхан шыв», «Сăпка юрри», «Эрхип мăнукĕ Эрхип», «Шавласа çулçă тăкăнать», «Çăлтăр витĕр çул курăнать», «Лаша каçанĕ», «Шеремет», «Майра», «Савнă Самиле» повеçсемпе романсен кĕнекисем. Вĕсен хушшинче «Култарам-ха арăмран» ятпа пичетленнĕ калавсен пуххи те пур.

Чи кивви - 1975 çулта тухнă «Хурăн шывĕ», çĕннисем икĕ пинмĕш çулсен варринче пичетленнĕ «Шеремет», «Майра», «Савнă Самиле» кĕнекесем.

Pages