Уяв

15 Юпа, 2014

Уява – пысăк кăтартусемпе

Иртнĕ вырсарни кун çĕр-шывра Ял хуçалăхĕпе тирпейлекен промышленноç ĕçченĕсен кунне уявларĕç. Çывăх вăхăтра ăна республикăра та анлăн паллă тăвĕç.

Çĕр ĕç отраслĕнчи патшалăх политики хуçалăхсен мĕн пур формине пулăшассине, ĕç тухăçлăхне ÿстерессине, ял хуçалăх продукцине тарăннăн тирпейлес ĕçе аталантарассине тĕпе хурать. Ял хуçалăх таварĕ туса кăларакансене патшалăх енчен пулăшасси çулран çул лайăхланса пырать. Çакă Чăваш Енре те агропромышленноç комплексĕн кăтартăвĕсене палăрмаллах лайăхлатма пулăшрĕ. Мĕнле кăтартусемпе кĕтсе илме хатĕрленеççĕ-ха ăна ĕçченсем?

15 Юпа, 2014

Пархатарлă ĕçе кÿлĕнчĕç

Вăрнар районĕн тĕп больницин коллективĕ çамрăк тухтăрсемпе пуянланчĕ. Вăрнар поселокĕнче çуралса ÿснĕ Жанна Карпова тата Дмитрий Николаев аслă пĕлÿ илсен тăван тăрăхах таврăннă, кунта чирлисене сиплесшĕн вĕсем.

10 Юпа, 2014

Пукрав уявĕ

Пукрава юпа уйă­хĕн 14-мĕшĕн­че уявлаççĕ. Вăл кĕрхи пысăк уявсенчен пĕри. Ун историйĕ 910 çул­па çыхăннă. Иерусалимри чиркÿре кĕлĕ пынă чухне Андрей ятлă çул çÿревçĕ, килсĕр чухăнскер тата ун вĕренекенĕ Епифаний тÿпере Турă Амăшне курнă. Вăл турра чунтан ĕненсе кĕл тăвакансене шурă пысăк чатăрпа витнĕ, хÿтте илнĕ.

2 Юпа, 2014

Юбилей ячĕпе сана, шкулăм!

Мăн Этмен шкулĕ - çĕр çулта. Çак сумлă уява паллă тума хăнасем ир-ирех йышлă пуçтарăнчĕç. Вĕренекенсем вĕсене ăш пиллĕн кĕтсе илчĕç. Мăн Этменсем хăнана пăхма пĕлеççĕ - пуçтарăнакансене тÿрех классене вĕри чей ĕçме илсе кайрĕç.

27 Авăн, 2014

Атăл хĕрринче çавăн пек хула пур..."

Çĕнĕ Шупашкарсем хулан 54-мĕш çуралнă кунне паллă турĕç. Телее, çак кун çанталăк та аван тăчĕ. Уяв мероприятийĕсен программи Çĕнтерÿ тÿремĕнче "çăлтăрпа" зарядка тунинчен пуçланчĕ.

Pages