Вилĕмсĕр полк

4 Çу, 2017

Нумай çул иртсен тăванĕсене тупнă

Улатăр районĕнчи Кивĕ Эйпеç шкулĕнче вĕренекенсемпе педагогсем Аслă Çĕнтерÿ кунне тĕплĕн хатĕрленеççĕ. «Вилĕмсĕр полк» акцие те хутшăнма тĕллев лартнă вĕсем. Шкул музейĕнче — паттăрсен сăн ÿкерчĕкĕсем. Çапла, кунта пурин те çук-ха. Çĕнтерÿ кунĕ çитиччен кашни ача вăрçа хутшăннă тăванĕн сăн ÿкерчĕкне хатĕрлесшĕн.

Емельян пичче йывăçĕ

13 Кăрлач, 2017

Гаврил Иванов хыпарсăр çухалнисен шутĕнче мар

«Астăвăм» кĕнекен 2-мĕш томне тишкеретĕп: 1941-1945 çулсенче Тăван çĕршыва хÿтĕлеме Вăрмар районĕнчен 6890 çын тухса кайнă, вĕсенчен 4131-шĕ каялла килеймен. Кĕнекери хушаматсемпе ятсене пăхса тухсан мĕн асăрхатăн-ха: çурри ытла — хыпарсăр çухалнисен шутĕнче. Акă эпĕ кăсăкланакан çын пирки çапла çырнă: «Иванов Гаврил Иванович, 1918 çулта çуралнă.

3 Çурла, 2016

Атте çулĕпе - Брест крепоçне

2015 çулхи çĕртме уйăхĕнче Беларуçри «Буг» санаторире кантăм, Брест крепоçне çитсе куртăм. Тĕрĕссипе, ăна курма ятарласа кайрăм. Крепоç музейĕнче пултăмăр, хÿтĕлев тăрăхĕсене кăтартса çÿрерĕç, çапăçусем çинчен каласа пачĕç.

5 Утă, 2016

Орден-медальне çакса çÿреместчĕ

"Вилнисем чĕррисемпе юнашар тăрсан çĕршыв тата та вăйланса, хăватланса кайĕ",— тенĕ хăй вăхăтĕнче сĕм суккăр Ванга. Çакă пĕтĕм Раççейĕпе иртекен "Вилĕмсĕр полк" акци пирки каланăнах туйăнать...

18 Пуш, 2016

Салтак шинелĕ çăлса хăварнă

«Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуç хунă кашни салтака, çапăçу хирĕнчен таврăннă хыççăн пурнăçран уйрăлнă кашни ветерана асра тытса пĕр минут шăп тăрас-тăк, тĕнче аллă çуллăха шăпланĕччĕ», — çакăн пек шухăша вуланăччĕ эпĕ нумаях пулмасть социаллă сетьре.

Pages