Видео

Константин Хитров

«Хыпар» хаçат турнирĕ çинчен - НТРК кăларăмĕнче

Ыран, чÿк уйăхĕн 3-мĕшĕнче, Шупашкарти маунтинбайк центрĕнче кире пуканĕ йăтассипе «Хыпар» хаçат парнисене çĕнсе илессишĕн йăлана кĕнĕ Пĕтĕм Раççейри турнир савăнăçлă лару-тăрура уçăлĕ. Ăмăрту, аса илтерер, кăçалхипе 35-мĕш хут иртет. Хальхинче ăна «Хыпар» хаçат никĕслевçи Николай Никольский çуралнăранпа 140 çул çитнине халалланă. 

Ăмăрту çинчен «Хыпар» издательство çурчĕн директорĕ - тĕп редакторĕ Татьяна Вашуркина ĕнер, чÿк уйăхĕн 1-мĕшĕнче, Чăваш Енĕн Наци телекуравĕн эфирĕнчи «Тĕплĕ калаçу» кăларăмра каласа кăтартрĕ. Телекăларăма Мальвина Петрова ертсе пычĕ. 

Вера ЭВЕРККИ. 

www.hypar.ru

Оценка Всероссийского турнира гиревиков на призы газеты "Хыпар", 2017 год

Пирĕн акци çинчен çинчен видеорепортаж

"Хыпар" издательство çурчĕн "Çамрăксен хаçачĕн" акцийĕ пирки НТРКри ĕçтешĕмĕрсем хыпарлаççĕ.

Елчĕк районĕнчи Элекçей Тимеш ялĕнчи Борис Пятаков

Елчĕк районĕнчи Элекçей Тимеш ялĕнчи Борис Пятаков шавлă (шумовой) инструментсемпе калать-вылять çеç мар, вĕсене хăй ăсталать, чăваш тĕрри-эрешĕпе илемлетет.

Видео авторĕ - Надежда ТОЛСТОВА.

Акатуй в Батырево, 2018

Видео Татьяны ВАШУРКИНОЙ. 

Pages