Ярăнтар пире, Алюш, тракторпа...

23 Раштав, 2014

Çак ушкăн ятарлă техникăна вăрлама икĕ уйăх хатĕрленнĕ. Пĕтĕмпех, кашни вак-тĕвеке, шута илнĕ темелле, анчах уголовлă шырав ĕçченĕсем вĕсен йĕрĕ çине пурпĕр ÿкнĕ.

2 сехет те 52 минут - оперативниксем малтан Шупашкарти управляющи компани территорийĕнчен икĕ «Беларус» трактора вăрласа кайнин çак вăхăтне кăна пĕлнĕ. Предприятишĕн, паллах, пысăк çухату - 1 млн ытла тенкĕлĕх! Вăрăсем питĕ хăвăрт та асăрханса ĕçленĕ - çывăхри çуртсенче пурăнакансем те тракторсен кĕрлевĕпе вăранман. Техника территорирен хăш вăхăтра тухнине инçех мар вырнаçнă учреждени çурчĕ çинчи видеокамера кăна ÿкерсе юлнă. Урăх нимĕнле йĕр те çук. Çавна май преступление тĕпчессине чи опытлă оперсене шаннă.

Полици çурт-йĕр кантурĕнче ĕçлекенсене хăйсене те полиграфпа тĕрĕсленĕ - кăлăхах. Унччен çакнашкал преступленисемшĕн судпа айăпланнисемпе кăсăкланни те ăнăçу кÿмен. Апла тăк «çĕнĕ çынсем» ĕçленĕ. Оперсем Шупашкарăн тĕрлĕ районĕнчи видеосăнав камерисене сехечĕ-сехечĕпе пăхса ларнă. Юлашкинчен «трактористсем» тĕп хуларан Çĕнĕ Шупашкар еннелле тухса кайнине палăртнă. Анчах химиксен хулине пырса кĕмен. Апла тăк тавра çулсемпе, ялсем урлă кайнă. Çапла çине тăрса ĕçлени Шупашкар районĕнче пурăнакансен тата вĕсен тĕп хулари пĕлĕшĕсен йĕрĕ çине ÿкме май панă. Вĕсенчен пĕри те халиччен тракторсемпе аппаланман, çапах çамрăксен кăштах опыт пулнă çав: Шупашкарта пурăнакан 22-ри Алексей маларах лавкка çаратнăшăн судпа айăпланнă, унăн районти тусĕ - автомашинăран пурлăх вăрланăшăн.

Кашнин темиçешер кĕсье телефонĕ пулнă - конспираци валли. Анчах ку та пулăшман, ушкăна уголовлă шырав текех куçран вĕçертмен. Çамрăксем кăштахран КамАЗ вăрлама тăнă - сыщиксем вĕсем ăнтарайман çак тĕслĕхе те вăрттăн сăнанă. Каччăсенчен пĕри Шупашкарти 9-мĕш пилĕкçуллăх урамĕнчи грузовикĕн двигательне хута ярас тесе пĕр 20 минут нушаланнă - çук, ĕç кăларайман.

Йĕркелĕх хуралçисем вара пуçтахсем татах преступлени тăвасса кĕтес темен, 5-шне тытса чарнă. 6-мĕшĕн ятне преступниксем ниепле те каласшăн пулман, анчах уголовлă ĕçе тĕпченĕ май ăна та тупса палăртнă. Вăл полицейскисенчен тарса çÿренĕ-ха, çапах вăхăт иртнĕ май çав йĕкĕте те тытнă.

Вăрланă техникăна вара вĕсем Вăрмар районĕнчи Çĕнĕ Кавал ялĕ çывăхĕнчи пĕр ангарта 3 эрне упранă иккен. Пакунлисем унта тракторăн пысăк кĕреçине тупнă. Ятарлă техникăна хăйне вара кунта сÿтнĕ те турттарса тухнă-мĕн.

Полицин 2-мĕш пайĕн следстви подразделенийĕн пуçлăхĕ Сергей Емельянов каланă тăрăх - тракторсене тупайманнине кура айăпланакансен пурлăхне следстви вăхăтĕнчех арестленĕ. Çамрăксенчен пĕри предприятие кÿнĕ сиене саплаштарма 100 пин тенкĕ тÿленĕ, ыттисем вара - пĕрисем автомобильсĕр юлнă, тепри - çĕр лаптăкĕсĕр. Хăйсем каланă тăрăх - ятарлă техника вăрлама саккас панисем вĕсене чылай сахалрах тÿленĕ - 25-шер пин тенкĕ кăна. Шантарасса, чăн та, ытларах шантарнă.

Следстви çамрăксем преступлени тума каварлашса ушкăна пĕрлешнине, тĕплĕ хатĕрленнине, техникăшăн илнĕ укçана пĕр-пĕрин хушшинче пайланине çирĕплетнĕ. Çавна май ЧР Аслă сучĕ 22-32 çулсенчи çамрăксене Уголовлă кодексăн 158 статйин чи йывăр пайĕпе, 4-мĕшпе, айăпланă. Вĕсене 2 çул та 8 уйăхран пуçласа 3 çул та 10 уйăх таран ирĕклĕхсĕр хăварнă. КамАЗ вăрлама тăнă тĕслĕхпе пĕрремĕш инстанци сучĕ ушкăна тÿрре кăларнă, анчах прокуратура представлени çырнă хыççăн Аслă суд ку йышăнăва пăрахăçланă, уголовлă ĕçе тепĕр хут тишкерме суда тавăрса панă.

 

Ольга ПАВЛОВА

Рубрика: