Архив - 14 Мая, 2014

14 Мая, 2014

Паттăрлăх нихăçан ан манăçтăр

"Тăван çĕр-шывшăн пуç хунисене асра тытасси – пирĕн тивĕç. Çамрăк ăрăва вĕсен тĕслĕхĕпе вĕрентсе ÿстермелле. Ачасем мĕн пĕчĕкрен аслă çĕр-шывăмăрпа мăнаçланма, мухтанма пултарччăр. Паянхи кун çакă питех те пĕлтерĕшлĕ.

14 Мая, 2014

Шупашкар кинофестивалĕ чăвашсемсĕр ан ирттĕр

Çу уйăхĕн 19-мĕшĕнче республикăн тĕп хулинче халăхсен хушшинчи кинофестиваль уçăлать. Кино уявĕ Чăваш Енре çиччĕмĕш хут иртет. Çулран çул унăн сумĕ ÿссе, ырă ячĕ сарăлса пырать. Киноискусствăна хаклакансемшĕн те, ахаль кураканшăн та вăл - пĕлтерĕшлĕ пулăм. Пысăк экран çинче пахалăхлă фильмсем пăхма, паллă артистсемпе куçа-куçăн курса калаçма май пурри те илĕртет çынсене.

14 Мая, 2014

Акана хăвăртрах вĕçлемелле

Ĕнер республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Муркаш тата Хĕрлĕ Чутай районĕсенче пулчĕ.

Е.Андреев ячĕллĕ кооперативра çурхи ĕçсемпе паллашрĕ. Çу уйăхĕн 13-мĕшĕ тĕлне кунта çуртрисене акмалли тĕллеве 83,3% пурнăçланă /районĕпе - 95%/. «Тăпрари нÿрĕке шăрăх хăвăрт пăслантарать, - терĕ М.Игнатьев. - Акана хăвăртрах вĕçлемелле».

14 Мая, 2014

Чăваш Ен - 20-мĕш вырăнта

Раççей Правительстви тунти кун виçĕ çуллăх тапхăрти кăтартусене тĕпе хурса федераци субъекчĕсен ĕç тăвакан влаç органĕсен ĕç-хĕлĕн тухăçлăхне пĕтĕмлетекен рейтингăн малтанхи кăтартăвĕсене палăртнă. Кăмăллă хыпар: Чăваш Ен 2013 çул кăтартăвĕсемпе рейтингра темиçе карт çÿлелле çĕкленнĕ.

14 Мая, 2014

«Капкăн» журналăн тăххăрмĕш кăларăмĕ!

«Капкăн» журналăн кăçалхи тăххăрмĕш номерĕ кун çути курчĕ. Вăл Сергей Мягковăн «Чи шанчăклă меслет...» ÿкерчĕкĕпе уçăлать. 2-мĕш страницăра вĕрентÿ темипе кăсăклă ÿкерчĕксем вырăн тупнă.

Страницы