Архив - 29 Дек, 2018

Юлашки кунсенче пĕтĕм тавралăха асамлăх сăнĕ кĕнине кашниех асăрхарĕ-тĕр. Çут çанталăк та тăрăшсах Çĕнĕ çула хатĕрленет тейĕн. Пас тытнă йывăç-тĕм юмах тĕнчине илсе каять. Пĕтĕм ĕçе пăрахса шухăш вăййи хыççăн унталла — Хĕл Мучипе Юр пике патшалăхне — ыткăнас килет.

Иртсе пыракан çулталăк кăтартăвĕсене çĕршыври МИХсен представителĕсемпе пĕрле черетлĕ пресс-конференцире пĕтĕмлетнĕ май Раççей Президенчĕ Владимир Путин хăйĕн сăмахне 2018 çул мĕнпе асра юлнинчен пуçларĕ. «Паллах, суйлав тата футбол енĕпе тĕнче чемпионачĕ», — палăртрĕ журналистсем чи малтан мĕн пирки ыйтасса пĕлсе Владимир Владимирович.
Эпир вара республикăри паллă çынсене çак ыйтупа чăрмантарас терĕмĕр — мĕнпе асра юлнă-ха Йытă çулĕ?

Капăр чăрăш тавра карталанса ташлани-юрлани, савăнни-кулни — Çĕнĕ çул уявĕн йăлана кĕнĕ пайĕ. Çулталăкри чи ĕлккен праçник асамлăхĕ ача-пăчашăн пушшех çывăх. Çавăнпах республикăн культура, вĕрентÿ тытăмĕнчи тĕрлĕ лапамĕ çак кунсенче хаваслă шăпăрлансен сассипе тулать.