Архив - 19 Дек, 2018

Владимир Михайлович Кузин 1960 çулта Шупашкар районĕнчи Арманкасси ялĕнче çуралнă. И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче вĕреннĕ. Хăйĕн ĕç-хĕлне промышленноç тракторĕсен заводĕнчи смена мастерĕнчен пуçланă, «Промтракторта» инструмент цехĕн пуçлăхĕ таран ÿснĕ.

Ырă тăвакансен çулталăкĕнче эпир те, «Çеçпĕл» пултарулăх ушкăнне çÿрекенсем, сăваплă ĕç пурнăçланипе палăртăмăр. Хамăр тăрăшнипе, ял-йыш пулăшнипе вунă çул тарăн «ыйхăра çывăракан» клуба «вăратрăмăр».

«Ĕмĕр ĕмĕрлесси уй урлă каçасси мар, — тет Красноармейски ялĕнче пурăнакан Христина Тихонова. — Иртнĕ кун-çулăма тишкеретĕп те хам çинчен пĕр-пĕр документлă фильм ÿкерме е кĕнеке çырма пулать пулĕ тетĕп. Мĕншĕн тесен пурнăçра хура-шура самаях куртăм.