Архив - Июн 2018

июня 28th

28 Июн, 2018

Янтă çурта мĕншĕн куçмаççĕ?

Урамра сивĕччĕ. Пит-куçне çуман, таса мар çи-пуçлă ачасем урамра вылятчĕç. Аллисем шăнса ĕнтĕркенĕ хăйсен. Сумкăран пĕр ывăç канфет кăларса тыттарсан йăпăр-япăр илсе çăвара хыпрĕç.

28 Июн, 2018

«Йывăр чухне туссем сутасран хăратăп»

Чăваш Ен чылай тулай чăвашĕшĕн иккĕмĕш кил пулса тăчĕ. Тутарстан çĕрĕ çинче кун çути курнă Лариса ГАВРИЛОВА çамрăк юрăç та Чăваша килсе курма мĕн ачаран ĕмĕтленнĕ.

28 Июн, 2018

Канфет çисе ывăннă, какай ыйтаççĕ

Коррупци — кашни утăмрах. Ăна пур чухне те уйăраймастпăр та. Вăл сывлăх сыхлавне, вĕрентÿ тытăмне, йĕрке хуралĕн органне…. таçта та сăрхăнса кĕчĕ. Пепке çуралсан тухтăрсем патне парне йăтнинчен пуçланать те пурнăç тăршшĕпех унта тымар ярса çирĕпленет.
Пĕлĕшĕшĕн — шалу

28 Июн, 2018

Хастар ачасен вăййисем

Уçланкă, уçă сывлăш… Палаткăсем тата хастар спортсменсем… Çак сăмахсем тÿрех çар вăййисене аса илтереççĕ.
Çĕртме уйăхĕн 19-22-мĕшĕсенче Çĕрпÿ районĕнчи «Çăлтăрлă» ача-пăча лагерĕнче республикăра 50-мĕш хутчен çамрăк армеецсен «Зарница» тата «Орленок» çарпа патриот вăййисен финалĕ иртрĕ. Çак ăмăртусенче район тата хула шайĕнче çĕнтернĕ 82 ушкăн тупăшрĕ. Вĕсен шутĕнче çарпа патриот клубĕсем, професси паракан вĕрен& учрежденийĕсемпе вăтам шкул командисем пулчĕç.

28 Июн, 2018

Ватă хĕр авланнă арçынна çеç кирлĕ-и?

Пурнăçра мĕн кăна пулса иртмест-ши? Çĕр çинче мĕнле кăна çын утмасть-ши? Çакна «Юратупа наркăмăш» рубрикăра кун çути куракан çырусене вуласан ăнланатăп. Пĕр тĕлĕнетĕп, пĕр савăнатăп, пĕр хурланатăп. Хам та алла ручка тытас терĕм.

июня 27th

27 Июн, 2018

Чăваш çĕрне мăнаçлăх кÿчĕç: тăванлăх, туслăх, юрату!

Юхр. юрă Атăл урлă
Пĕтĕм чăвашсен 6-мĕш Акатуйĕ çĕртме уйăхĕн 23-мĕшĕнче Хĕрлĕ тÿремре иртрĕ. Уява хутшăннисене Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕ Валерий Филимонов, РФ Патшалăх Думин депутачĕсем Алена Аршинова, Николай Малов, Леонид Черкесов, Чăваш наци конгресĕн президенчĕ Николай Угаслов саламларĕç.

27 Июн, 2018

«Юратнă ĕç нихăçан та ывăнтармасть»

Шупашкар районĕнчи Чăрăшкасси ялĕнче пурăнакан Алексей Арсентьевичпа Регина Александровна Павловсемпе паллашсан «Çÿпçи май хупăлчи» каларăш шăпах вĕсем çинчен пынăн туйăнчĕ. Пĕр-пĕрне куçран пăхсах лайăх ăнланакан мăшăр, хăйсем темиçе çул каяллах тивĕçлĕ кану ÿсĕмне çитнине пăхмасăрах, турат çине ларса канма пĕлмен шăнкăрчсем евĕр пĕтĕм ĕçе чупса тенĕ пек пурнăçлаççĕ.
Тĕл пулмасăр пултарайман

27 Июн, 2018

Ĕçпе çитĕннĕ

Шкулта вĕреннĕ вăхăтра ĕç урокне Егор Алексеевич Дмитриев ертсе пыратчĕ. Вăл пире мăлатук, кĕрепле шăлĕ, пуртă аври тата ыт.те ăсталама вĕрентетчĕ. Сăн ÿкерчĕкре Егор Алексеевич пире, 7-мĕш класра вĕренекен хĕрачасене, йывăç савапа ĕçлеме хăнăхтарать. Чăн та, вăл вĕрентни мана пурнăçра питĕ кирлĕ пулчĕ. Эпĕ нихăçан та арçын, хĕрарăм ĕçĕсене уйăрса тăман: вите урайне те пĕчченех сарнă, карта-хÿме те юсанă.

Страницы