Архив - Апр 2016 - Хыпар

апреля 28th

28 Апр, 2016

Шкула офицерсем килсен...

Вĕсем те хăй вăхăтĕнче çурăм хыçне сумка çакса шкула васканă. Учителĕн ăса вĕрентсе каланă сăмахне тимлесех итленĕ. Тĕрлĕ ăмăртăва пĕтĕм чун хавалĕпе хутшăннă, пушă вăхăтра алăран кĕнеке яман. Кашниех Тăван çĕршыва юрăхлă çын пулас ĕмĕтпе пурăннă.

28 Апр, 2016

Çĕнтерÿçе –телефон

Иртнĕ çул "Тантăш" хаçатпа Шупашкарти Н.В.Никольский ячĕллĕ професси колледжĕ /унччен вăл "Шупашкарти механикăпа технологи техникумĕ" ятлăччĕ/ «Рабочи профессийĕ ялан хисепре!» конкурс ирттернĕччĕ. Кăçал Ĕç çыннин çулталăкĕ. Ăна халаллăпăр та ĕнтĕ паянхи конкурса.

28 Апр, 2016

Эп лартнă çуртсен чÿречисенчен те хĕвел кĕрĕ-ха

Вăрман çине хĕвел анать. Хутса янă кăмака пек çунать вăрман çийĕ, шартлатса кăвар сирпĕтессĕн туйăнать. Сарăлса, хĕрелсе пырать каçхи шуçăм. Унăн çути Кĕтне çине тăкăннă, çÿллĕ çыранри йăмрасене, анатри кĕпер çийне пĕветнĕ.

28 Апр, 2016

Ашшĕ-амăшĕн шанчăкĕ

Çут çанталăка юратакан ача — ырă чунлă, унăн чĕринче чечексем ешереççĕ, кайăксем чĕвĕлтетеççĕ. Çиччĕмĕш класри Рома Алексеев пирки те çавнах каламалла. Тăван тавралăхăн кашни йывăç-курăкне ыталама хатĕр вăл, чĕрчунсем çине те ăшă куçпа пăхать. Хăй лартнă йывăçсене вара ачашласах ÿстерет.

28 Апр, 2016

Эпир туслă, мал ĕмĕтлĕ, хастар та маттур

Ишек шкулĕнче 4-мĕш класра вĕренекен ачасем тахçанах хăйсемпе паллаштарасшăнччĕ. Вăхăт тупса çаврăнса çитрĕмĕр Чăваш тĕнчишĕн хавхаллă тăрăха. Калаçăва пуçлама Лилия Геннадьевна класс ертÿçине ыйтрăмăр. Малтан ăна сăмах.

28 Апр, 2016

"Кил-çурт, хушма хуçалăх ", 16 /865/ №, 28.04.2016

28 Апр, 2016

ШYПАШКАPТИ ТĔП ПАСАРТИ ХАКСЕМ /ака уйăхĕн 27-мĕшĕ тĕлне/

ПАХЧАÇИМĔÇ
Килограмм тенкĕ
Çĕрулми 13-15
Купăста 20-25
Сухан 25
Кишĕр 30-40
Ыхра 200-250
Хăяр 80-120
Хĕрлĕ кăшман 30
Помидор 80-120
Пылак пăрăç 120-250
Тăварланă хăяр 120-150
Йÿçĕтнĕ купăста 100-120
 
УЛМА-ÇЫРЛА
Панулми 60-120
Иçĕм çырли 90-130
Апельсин 60-100
Лимон 120-180
Банан 60-70
Мандарин 75-120

28 Апр, 2016

Сад-пахчана тĕрĕс йĕркелемелле

Çуркунне йывăç-тĕм лартмалли вăхăт çитрĕ. Шăпах тĕнче вăранса чĕрĕлнĕ чухне хамăр йĕри-тавралăха тата илемлĕрех, хăтлăрах тăвас килет. Илем кÿме, йывăç-курăк, чечек ÿстерме кăштах пĕлÿ пулни самаях пулăшать. Сад-пахчана мĕнлерех хăтлăлатмалли, йĕркелемелли çинчен Шупашкарти Ботаника сачĕн тĕп агрономĕ Антонина Аркадьевна ВАСИЛЬЕВА каласа пачĕ.

Страницы