«Ачасем халь урăхрах...»

31 Пуш, 2016

Вулавăш, лавкка çÿлĕкĕсем çинче çĕршер, пиншер кĕнеке вулаканне кĕтсе выртать. Кашниех хăйне евĕрлĕ те интереслĕ. Пĕри пăтăрмахлă çулçÿревсемпе асра юлать тĕк, тепри асамлă юмах тĕнчипе тыткăнлать. Виççĕмĕшĕ çапăçу хирне те ертсе çитерме пултарать. Суйла та вула. Тематики, шухăшĕ, содержанийĕ кашниннех тĕрлĕрен.

Анчах мĕн пĕрлештерсе тăрать-ха мĕнпур паха кĕнекене? Ку, паллах, ăна çине-çинех вулас, ун патне таврăнас килни. Юратнă кăларăмри хайлавсемпе виçĕ, вунă хутчен паллаш — пурпĕр мĕн те пулин çĕнни тупатăн, унччен асăрхаманнине палăртатăн. Лайăх кĕнеке пусăрăнчăк кăмăллă çынна та йăл кулă парнелет, кичемлĕхе сирме пулăшать. Ахаль те савăнăçлине тата та хавхалантарать.

Шăпах çакăн пек ырă та илемлĕ кăларăм кун çути курчĕ нумай пулмасть Чăваш кĕнеке издательствинче — Галина Матвееван «Курак тăманĕ» кĕнеки /ÿнерçи — Иван Алексеев, редакторĕ — Ольга Иванова/ курак тăманĕнчен хăрамасăрах вулакансем патне васкарĕ. 1000 экземплярлă тиражпа тухнăскерĕн ал çырăвĕ ачасемпе çамрăксем валли чăвашла çырнă произведенисен 2015 çулхи конкурсĕнче çĕнтернĕ. Конкурса Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕ 2011 çулхи июнĕн 16-мĕшĕнче йышăннă постановленипе килĕшÿллĕн йĕркеленĕ.

«Курак тăманĕ» кĕнекене сăвăсем тата «Тилĕпе Улатакка» сăвăлла юмах кĕнĕ. Çăмăллăн вуланаканскерсем ачапчана кăна мар, çитĕннисене те малтанхи йĕркесенченех кăсăклантарса яраççĕ. Юлашки страницăна çитмесĕр те кăларăма алăран вĕçертес килмест. Ара, сăвăсенчи сăнарсем — хамăр хушăрах вĕт: ирхине тăрас килменнипе тертленекен, мобильникпа та будильникпа «кĕрешекен» Сантăр /«Ирхине»/, кунĕпе выля-выля пÿрте айăн-çийĕн çавăрттарнă икĕ ывăл /«Кусене паян лекет»/, сĕт ĕçме ĕмĕтленекен ача /«Сĕт ачисем»/, шутлама вĕренекен Петюк /«Кăвакалăн миçе чĕпĕ?»/, кăпшанкăпа пуплекен Арçук /«Çурхи хăна»/... «Ма кулаççĕ?» сăвăпа паллашсан ачасем Хĕветĕртен мĕншĕн кулнине пĕлейĕр. «Хăратмăш» хайлаври арçын ача тата мĕншĕн кăмака хыçне пытаннă-ши? Ăçта кун кунлать-ха тарçăсăр патша /«Тарçăсăр патша»/? Тĕлĕнмелли, пĕлмелли темĕн чухлех кунта.

Çутçанталăка ăста сăнласа парать Галина Алексеевна. Вуланă майăн йăлт куç умне тухать. Сăмахран, еплерех пуçланать-ха «Курак тăманĕ»?

Кунĕсем хĕвеллĕ, уçă.

Çил касать, çиет юра.

Сукмакпа утса пыруçăн

Лăкăшт! çеç путать ура.

 

Çĕтĕк çитĕ витнĕ евĕр

Курăнса выртать уй-хир.

Вăранман-ха çĕр аннемĕр,

Сирĕлмен-ха ун ыйхи.

Иван Алексеевăн ÿкерчĕкĕсене те палăртса хăвармалла. Хаваслăх, çутăлăх, ăшăлăх тапса тăрать вĕсенче.

«Тилĕпе Улатакка» никĕсĕнче — чăваш халăх сăмахлăхĕ. Сунарçă алтнă шăтăкран чееленсе тухма мехел çитернĕ тилĕ çинчен калакан юмахăн тĕрлĕ варианчĕ упранса юлнă халăхра. Автор вĕсенчен чи интереслине суйласа илнĕ те сăвăласа çамрăк вулакан патне çитернĕ. Çыравçă содержание хушма сăнарсем, диалогсем кĕртсе пуянлатнă. Чее Тилĕ айван Улатакка пулăшнипе кашнинчех хăй палăртнине пурнăçа кĕртет. Анчах ултавпа инçе каяйăн-и?

«Курак тăманĕ» кĕнекене çемйипех вулама та, уроксенче сÿтсе явма та кăсăклă пулмалла. Мĕншĕн тетĕр-и?

Ачасем халь урăхрах,

Хăвăрах пĕлетĕр, — тесе çырать сăвăç. Паянхи шкул ачине мĕн кирлине, унăн шухăш-кăмăлне питĕ аван туять вăл. Çавăнпах Галина Алексеевнăн сăнарĕсем чăрсăр та чĕрĕ, никамăнни пек мар.

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.