Ачасене - Çĕнĕ çул парнисем

9 Раштав, 2014

Ачасен прависене хÿтĕлессипе ĕçлекен Раççей Федерацийĕн Президенчĕ çумĕнчи Уполномоченнăй Павел Астахов пуçарнипе пирĕн çĕршывра "Елка в Новороссию" Çĕнĕ çул акцийĕ пуçланнă.

Унăн тĕллевĕ - Донецкпа Луганск Республикисенчи ачасем валли уяв открыткисемпе парнисем хатĕрлесси. Салам сăмахĕллĕ çырусемпе илемлĕ теттесем ăсталас ĕçе шкул ачисемпе вĕсен ашшĕ-амăшĕ, вĕрентекенсем хутшăнаççĕ. Ыркăмăллăх акцийĕнчен Чăваш Енри вĕренÿ учрежденийĕсем те юлмаççĕ. Ку енĕпе уйрăмах Элĕк ачисем хастар. Вĕсем 200 ытла тетте, 100 яхăн открытка, парнесемпе асăнмалăх япаласем хатĕрлесе Чăваш Енри Вĕренÿпе çамрăксен политикин министерствине кайса панă. Çывăх кунсенче парнесене Донецкпа Луганска ăсатĕç.

А.ПЕТРОВ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.