Ăçтан укçа çитермелле?

29 Çу, 2018

Комсомольски районĕнчи Тукай ял тăрăхĕнче халăхран ялан укçа пухаççĕ. Масар карти тытмалла — 1000 тенкĕ, масар пÿртне тумалла — 1000 тенкĕ, çул сармалла — 1000 тенкĕ, урамсенче çутă тумалла — 500 тенкĕ… Кашни çул пушар машинине тытса тăма 500 тенкĕ ыйтаççĕ. Машини вара ĕçлемест те. Тури Тимĕрчкасси лавккинче тата 200 тенкĕ пухасси çинчен пĕлтерÿ çакса хунă. Ăна кам валли, мĕн тума пуçтараççĕ-ши тата? Пенсионерсен электричествăшăн, газшăн тÿлемелле, налук парăмĕсене татмалла, эмелне туянмалла. Ăçтан укçа çитермелле? Эпир те хăй вăхăтĕнче ял Канашне те, хуçалăха та ертсе пынă, анчах никамран та укçа ыйтман.

Н.КАДЫКОВ, А.ОСИПОВ.

Наталия ТАКМАКОВА, Комсомольски районĕнчи Тукай ял тăрăхĕн администрацийĕн аслă специалисчĕ:

— Пирĕн ял тăрăхне ултă ял кĕрет. Çимĕке хатĕрленсе кашни ялтах масар картисене улăштарчĕç, тимĕр юпасем лартса сеткăпа тытса çаврăнчĕç, пÿртне çĕнĕрен турĕç. Вĕсене кура Тури Тимĕрчкассисем те тапранчĕç. Масара йĕркене кĕртме пуху туса, халăхпа килĕшсе 1000-шер тенкĕ пуçтарнă. Укçана ял старости Николай Герасимов пухнă, ку ĕçе администраци хутшăнман. Вăлах строительство материалĕсене туяннă, çынсене чĕннĕ. Ниме мелĕпе ĕçленĕ. Пÿрт лартнăшăн, карта тытнăшăн никама та укçа тÿлемен.
Самооблажени укçине пухасси ĕлĕкренех пырать. Пирĕн ял тăрăхĕнче вăл — 300 тенкĕ. Ку укçапа тĕллевлĕ усă куратпăр. Сăмахран, акă, çÿп-çап турттаракан машинăна пĕр хутчен чĕнсе илесси 10 пин тенке ларать. Хальхи вăхăтра ялсенче çÿп-çап вырăнĕсем çукран тиесе яма тивет. Тукай ялĕнче пушар машини пур, вăл юсавлă. Ытти ялта, пушар тухас пулсан, шыв цистерни кăкарнă тракторсем çула тухаççĕ.
Халĕ акă перекетлес тĕллевпе урамсенчи электричество юписем çинчи лампăчкăсене энерги перекетлекеннисемпе улăштарма тĕллев лартнă. Кун пирки те халăхпа канашланă, пĕр шухăшлă пулса çирĕплетнĕ. Ĕçе пурнăçлама бюджетран софинансировани мелĕпе 60 процент параççĕ, ыттине халăхран пухмалла. Çавна май кашни килтен 200 тенкĕ илме йышăннă.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.