Амăшне шеллесех качча тухман

19 Утă, 2018

Çулĕпе çамрăках мар Зоя Тимофеева ял çыннисемпе ытлах хутшăнмасть: килтен сайра çеç тухать, кÿрше-арша каçмасть, хăй патне пыракана алăк шаккасан та уçса кĕртмест. Пĕчченлĕхпе тахçанах çырлахнă вăл. Ĕмĕр-ĕмĕр ĕçпе çеç пурăннăскер ăна паянхи кун та чи малти вырăна хурать Трак тăрăхĕ-нчи Чатукассинчи 83 çулти кинемей.

Кушакĕ те çынран тарать
Зоя Тимофеевна çав самантра урама шыв ăсма тухса кĕнĕ-ши е манса кайнă-ши — темле майпа хапха алăкне питĕрме ĕлкĕрейменччĕ. Вăл уçă пулнине ку таранччен пускилсенчен пĕри те асăрхаман. Çиппе çеç туртăнтарса хăварнăскере уçса кĕме йывăрах пулмарĕ. Пĕччен ватă хĕрарăм епле пурăнни, хăйне мĕнле туйни ял администрацийĕнче ĕçлекенсемшĕн те кăсăклă — анчах та ăна вĕсем уйăхра пĕр хутчен электричество çутишĕн тÿлеме килсен çеç кураяççĕ. Мĕнле сывлать, кунĕсене епле ирттерет, сывлăхĕ йĕркеллех-и — пĕр хăй çеç пĕлет кăштăр-кăштăр çÿрекен ватă. Килне пĕр çынна та ура ярса пустарманнине, пачах хутшăнмасăр пурăннине хăнăхнă ялтисем. Кушакĕ те тискер чĕр чуна çаврăннă тейĕн, ют çынна курсан тÿрех тарса пытанать, хуçисĕр пуçне никама та курманскер хăрать-мĕн. Зоя Тимофеевнăна пĕррехинче кăмакаçă кирлĕ пулнă, ялти пĕр хĕрарăмран пулăшу ыйтнă вăл. Маçтăр тупăнсан хайхискер кинемее нимле пĕлтереймесĕр ун кил-çурчĕ тавра виçĕ кун утнă. Курнă та пуль карчăк чÿречерен, анчах уçма васкаман. Чăтайманнипе лешĕ касри тепĕр хĕрарăмпа ун патне карта урлă каçса кĕнĕ. Шăп çав вăхăтра вĕсене ярса тытнă та кинемей. Çук, вăрçман, ятламан… «Вăрăм пĕççÿсемпе каçса кĕме пултартăн- ха эс», — тенĕ çеç хирĕç.
Зоя Тимофеевна хăйĕн картишне ют çын килсе кĕнине курсан йĕркеллех йышăнни тĕлĕнтерчĕ паллах. Хăваламарĕ, шăпăр та тытмарĕ… Пÿртне кĕме сĕнмесен те алăк умĕнче вырăн тупса пачĕ. Ун çуртĕнче йăлтах авалхилле тенĕрен питĕ шала кĕрсе курас килетчĕ те, тĕпелелле иртсе иртĕхес темерĕм, крыльца çинче вырăн тупăннишĕн те тем пекех хĕпĕртерĕм. «Итле-ха эс, хăш ял хĕрĕ пулатăн, ăçтан килсе лекрĕн ман пата?» — чавсипе хулпуççирен тĕкрĕ кинемей. 83 çулта тесе калаймăн: хăлхи аван илтет, куçĕ курать. Хăй каланă тăрăх, вăй-халĕ малтанхиех мар, çапах та ытлах хавшаман. Çĕрне пĕчченех чавать, çимĕçрен çулленех çĕр улмипе сухан лартса ÿстерет, ытти кирлĕ мар ăна. Кунне пĕр хутчен витрепе шыв кÿрсе килет: çакă ăна çăвăнма та, апат пĕçерме те çителĕклĕ. Шаркку, яшка пĕçерсе çиет, лавккаран çăкăр, кăлпасси, сĕт-хăйма илкелет. Пăта çапма ачаран пĕлнĕрен çулталăк каялла хăех карта та тытнă, çурт тăррине сăрланă. Никама та шанмалли, кĕтмелли çук, ют çынран пулăшу ыйтас килмест: ун валли апат хатĕрлемелле, кайран укçа памалла. 40 çул ытла тăр пĕччен пурăнать Зоя Тимофеевна. 70 çултан каçнă ашшĕ 50 çул, 90-на çитнĕ амăшĕ 40 çул каялла пурнăçран уйрăлса кайнă.
Пахчари çĕр улми ани çинчен тин çеç колорадо нăрри пуçтарса кĕнĕччĕ вăл. Зоя Тимофеевна ăна наркăмăш нихăçан та сапманни пирки каларĕ, унăн шухăшĕпе, çĕр айĕнче пулин те çĕр улми тутине япăхлатма, кайран сывлăха сиенлеме пултарать-мĕн.

Пĕчченнишĕн кулянмасть
Ашшĕпе амăшĕ 11 ача таранах çуратнă, анчах та вĕсем çитĕничченех пĕрин хыççăн тепри вилнĕ. «Мана анне 42 çулта кун çути парнеленĕ, эпĕ — чи кĕçĕнни. Ульки аппа 18 çула çитсен пурнăçран уйрăлнă, аттепе аннене хытă хуçса хăварнă вăл. «Ун вырăнне Турри сана пачĕ, çав тери хĕпĕртерĕмĕр эсĕ çут тĕнчене килсен», — пĕрмай çавна асăнатчĕ анне. Пĕри çеç качча кайса ача çуратайнă, ыттисем çитĕнсе те çитеймен. Атте икĕ вăрçа та хутшăннă, киле чĕрĕ-сывă таврăннă. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланнă вăхăтра çамрăк пулман вăл, çавăнпа çеç ячĕ тухман, колхозра ĕçлеме хăварнă ăна», — çемйине аса илсе сăмах çăмхине сÿтрĕ Зоя Тимофеевна.
Вăрçă пуçланнă чухне 6 çул тултарма ĕлкĕрнĕскер çав хурлăхлă куна куçĕ умне кăларать вăл. Халăх урамра ытла та кулянса калаçнă, ялта ир те каç шăплăх хуçаланнă, хĕрарăмсемпе ватăсем татăлса йĕнĕ. Çичĕ çулта колхоз ĕçне илсе кайнă амăшĕ: çум çумлассинчен пĕр кун хăварман пĕчĕк хĕрачана.
Хĕр пĕвне кĕрсен пĕр каччăпа та туслă пулса курман вăл. Никам алăран та тĕкĕнмен, вăйăран та ăсатса яман ăна. Çураçма килекенсене те хăваласа янă Зоя. «Аюк, аюк, мĕне кирлĕччĕ каччи? Анне ватăччĕ — епле пăрахса хăварас? Арçын лайăххи те пур пуль-ха, япăххипе макăрса вилĕн. Качча каясси пирки пачах та шухăшламан та, ĕмĕтленмен те эпĕ, аннене шелленĕ. «Çынсем пек пулсан лайăх пуль-ха та, Зоя», — шахвăртса калатчĕ çывăх çыннăм. Маншăн ĕç пĕлтерĕшлĕрех пулнă, урăх ним пирки те пуçа ыраттарман эпĕ. Йăла тăрăх, эпĕ те хĕр тупри хатĕрленĕ, анчах качча каяс шухăшпа мар, тантăшсенчен тăрса юлас темен пуль? Çи-пуçĕ, тĕрленĕ ал шăллисем паянхи кун та упранаççĕ арчара. Чăннине калатăп, çемье çавăрманшăн, пĕчченишĕн нихăçан та кулянса курман эпĕ. Хам телее ĕçре тупса хама йăпатрăм, тек нимĕн те кирлĕ мар. Паян та кичем мар мана. Кирек хăш вăхăтра выртса çывăратăп, ир те каç ĕçлетĕп — кун епле иртнине те сисместĕп. Телевизор та çук — вăл та кирлĕ мар, урама тухса вăхăта ирттерме те шел мана», — хăпартланса калаçрĕ пачах та пуç усман ватă.

Пурăнасчĕ-ха
Зоя Тимофеевна çав тери пурнăçа юратать. Тунсăх, кичемлĕх мĕн иккенне пĕлмест вăл. «Ирхине вăранса куçа уçатăп та: «Турă упратăрччĕ, хаваслă пурнăçпа усратăрччĕ мана. Усалли пусăрăнса пытăр, лайăххи мала тухтăр», — тетĕп. Пĕлетĕр-и, сулахай хулпуççи çинче усал ларать, сылтăмми çинче — пирĕшти. Турра тархасламалла — пирĕшти вара лайăххине çырать, усаллине асăнсан — япăххи çырăнать», — тарăннăн шухăшласа калаçать кинемей. Малалла вулас...

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.