Амур

10 Раштав, 2015

Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Карапаш ялĕнче 1950 çулхи декабрĕн 16-мĕшĕнче çуралса ÿснĕ пултаруллă Любовь Васильевна Мартьянова çыравçа эпир мĕн ачаран пĕлсе çитĕнетпĕр. Унăн сăввисемпе калавĕсене вăтам тата аслă шкулсен учебникĕсемпе программисене кĕртнĕ. Любовь Мартьяновăн пĕрремĕш сăввисем иртнĕ ĕмĕрĕн утмăлмĕш çулĕсен вĕçĕнче респуб- лика хаçат-журналĕсенче пуçласа пичетленнĕ. Пулас поэтесса Октябрьски вăтам шкулĕнче, И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче историпе филологи факультетĕнче вĕреннĕ. Пир-авăр комбинатĕнче тăрăшнă. Патăрьел районĕнчи Турхан шкулĕнче ачасене пĕлÿ панă, «Тăван Атăл» журнал редакцийĕнче корректорта, редакторта ĕçленĕ.

Вăл 1986 çултанпа СССР писателĕсен Союзĕн членĕ, Митта Ваçлейĕ ячĕллĕ преми лауреачĕ.

«Эп чĕртнĕ вучах», «Сенкер ачалăх», «Шурă юр пĕрчи», «Йышăнман сăмахсем» кĕнекесем пичетленĕ. Паян та çыравçă пултарулăх лаççинче çанă тавăрса ĕçлет. Юбиляра творчествăра ÿсĕмсем, пурнăçра çирĕп сывлăх сунатпăр.

Хуллен, юрттар¬са кăна чупать юланут. Шăкăр¬т и к - ш ă к ă р т и к , шăкăртик-шăкăртик! - ян каять каçхи сасă.

- Вăт, - шухăшласа пы¬рать ут çинчи Лекçей, - кунĕ¬пе ĕçленĕ лашана ывăнтарса çÿреме лекет. Хулара пурăнакан Лекçей арăмĕн Ларисăн йăмăкĕ, амăшне ŸЛекçейшĕн хунямăшĕ пулать-хаŸ ыран ирхи автобуспа хулана пыма чĕнчĕ. Ача пăх¬малла тет, хăйĕн, ав, икĕ-виçĕ кунлăха Мускава кайса кил¬мелле имĕш. Амăшĕн телефон тавраш çук. Лариса патне шăн-кăравларĕ те - кайса каласах пулать. Юрать, аякрах мар-çке, пилĕк-ултă çухрăм кăна, тÿртен кайсан, виççĕрен ытла та мар.

Ял хĕррине çитнĕ çĕре каç сĕмĕ çапнăччĕ, кĕр енне куçнă çанталăк çапла вăл: çутах пекчĕ - пăхан - каç та пулнă.

Нумаях тăмарĕ Лекçей хуня¬мăшĕ патĕнче, мĕн каламалли¬не каларĕ те çула пуçтарăнчĕ.

Хунямăшĕ «Апат çимесĕр ан кай-ха», - тесе темĕнле чĕнсен те кĕрÿшĕ яхăнне те ямарĕ. «Васкамалла-ха, ĕçсем пур», - текелесе лаши çине утланчĕ. Ĕçĕ-пуçĕ нимех те çук та-ха, ахаль, хунямăшне чăрмантарас темерĕ.

Юртать лаша. Хуçи те хăва¬ламасть, васкатмасть. Ахаль те ыттисенчен ытларах кăмăллать Лекçей ку лашана. Лашисем пурте лайăх та…

Йăхран-йăха куçса пырать вĕсен конюх ĕçĕ. Аслашшĕ те, ашшĕ те çак ĕçпех тăрăшнă, халĕ те, ак, Лекçей те. Лаши¬сем те сахалланса юлнă, вити те халь-халь йăтăнса анас пек, аран çеç тытăнкаласа тăрать. Пур-çук лашана та камăн та пулин пăхмалла-çке, ĕçлет вара Лекçей конюхра, укçи-тенки ун¬шăн нумаях лекмест те, çапах лашисене шел. Хăйне кирлĕ чухне те усă куркалать вĕсемпе, пахча сухаламалла-и унта, вут- шанкă патне каймалла-и. Ялта ун пек ĕç те пайтах-çке.

Ку лашине вара Лекçей чăнах та ытларах килĕштерет.

Васкайчăк мар вăл, хуллен¬терех çеç çÿреме юратать, хытăрах каймаллине систерсен, хăваласа çитейместĕн. Пĕтĕм утăмне шухăшласа тунăн ту- йăнать.

Иртнĕ çул тата та тĕлĕнтерчĕ- ха Амур. Икĕ-виçĕ кун çумăр çукаласа тăчĕ. Темиçе лаша уй¬ăрса пачĕç те Ÿхуçалăхра кирлĕ пулма пултараççĕ тесеŸ ыттисе¬не аяккарах çитерме ăсатрĕç. Шывĕ çумрах, апачĕ лапкăшпех, çиччĕрех терĕç ĕнтĕ.

Амурăн та хăмлама вăхăт çитсе пыратчĕ, атя, вăл та кайтăр терĕç ĕнтĕ. Пĕрремĕш каçах пирĕн лаша пач! çухалчĕ. Таçта та çитрĕç шыраса, сехри хăпрĕ кĕтÿçĕн. Ара, пĕчĕк вы¬льăх мар-çке. Лаша вĕт. Çавăн пек куляна-кулянах виççĕмĕш кунне лашасене ялалла витене илсе пычĕ Лекçей.

Ăшра çапах темĕнле шанчăк пурччĕ-ха: çавăн пек тирпейлĕ лаша пач çухалмалла мар ĕнтĕ. Витене кĕчĕç те - ак япала, лаша тăра парать, çумĕнче чă¬мăркка тиха, Лекçей арăмĕ те унтах. «Эпĕ тихана çумăр айĕн¬че сивĕ пулать тесе хăв ăсатса янă пуль терĕм», - калаçать Лекçей мăшăрĕ. - Вăт шутласа пăх-ха, вăт чĕрчун, çанталăк ап¬траман пулсан унтах çÿретчĕç- ха, çук вĕт, витене килех васка¬нă, амăш чунĕ темерĕн. Çакăн пек шухăшлакаласа пыратчĕ Лекçей. Таçта тем асăрхарĕ пулас лаша. Хăрт-харт турĕ те чĕвен тăчĕ, айккинелле таянса кайнă пек пулчĕ. Лекçей, ним ăнланса юлайманскер, тÿрех çырманалла йăванса кайрĕ. Ай- ай ыратса кайрĕ ури. Çырми те тарăн çав кунта, çавăнпа икĕ ял халăхĕ пĕр-пĕрин патне тавра çулпа çÿрет. Темĕнле «хăрата¬кан» пур тени те шиклентерет пулас çынсене.

Çырма тĕпнех çитсен Лекçей аран-аран ура çине тăма хăт¬ланчĕ, ăçта унта, шухăшламал-ли те çук. Лăках ларчĕ каялла.

- Пĕтрĕм иккен! - вĕлтлет¬се тăрать шухăш пуçра. Мĕн тумалла, пĕрре ури ыратать, тепре - мĕнле çĕр каçмалла кунта?! Хыпашласа, шуса, çулне тупкаласа çÿле хăпарасси пирки шутламалли те çук. Кăшкăрас - мĕн усси, кам илтет. Шăрпăк таврашĕ те пулин çук-çке çумра, çутса пăхкалама пулатчĕ-и тен.

- Амур, Амур, - сас пачĕ лашине Лекçей, - пĕртен-пĕр шанăç эсĕ кăна, пăрахса тартăн пулсан пĕтрĕ пуç. Утпа çÿренĕ чух кĕсье телефонне чиксе çÿрес йăла çук, - çаплах ăшта-ланчĕ Лекçей ыратакан урине вырнаçтарса хуркаланă май.

- Анасса анаймасть-ха кунта лаши, ытла чăнкă. Киле кайтăр анчах, лаша витине мар, киле, унта арăм мĕн те пулин сиксе тухнине ăнланса илетчĕ пуль- ха.

Амур кунтах пулас, харт¬латкаласа илет. Кунтах, кун¬тах. Самаях тăрмашкаласа выртрĕ çапла Лекçей, çук, май çук, кунтан вăл пĕччен ним тусан та хăпараймасть. «Кай, киле кай-ха, мĕнле те пулин систер-ха пирĕн инкек çинчен», - калаçать Лекçей лаша илт- меллех. Амур хуçи еннелле пăхкаласа, кĕçенкелесе те илет, ун патнелле анасшăн пек малти урипе çĕре чавать.

Нумаях та вăхăт иртмерĕ, лаша сасси те, утти те илтĕн- ми пулчĕ. Мĕн тăвас халь Л е к ç е й ĕ н ? Т а т а х ç ÿ л е л л е тапаçланкалама пуçларĕ, алли¬не те самаях ыраттарнă пулас, кашни хусканăвĕ айлаттарать. Пĕтĕм шанчăк та лашара çеç, киле çиттĕр, киле. Арăмĕ кур¬тăрччĕ ăна. Енчен те тÿрех витене кайсан, ыран ирччен те никам та тупас çук ăна.

Амур яла çитнĕ çĕре пач тĕттĕмех ĕнтĕ. Лекçей арăмĕн, Ларисăн, ыйхă шухăшĕ те çук: ăçта ĕнтĕ унта, пĕр-икĕ сехетлĕ¬хе кайнă Лекçей халь те çук, унтах çĕр каçма юлмастех-ха упăшки. Тепĕр тесен, амăшĕн те ыран ирех хулана тухса каймал¬ла. Тен, чăнах, амăшĕпе мĕн те пулин сиксе тухнă?.. Мĕнле кăна шухăш пырса çапмасть пулĕ çав вăхăтра пуçа. Телефонне те пулин илсе кайман хăть.

Сасартăк ăна урамра лаша кĕçеннĕ пек илтĕнсе кайрĕ. Васкасах Лариса урама чупса тухрĕ. Тĕлĕнмелле пек-ха тата, ăçта та пулсан кайсан, Лекçей малтан лашине витене кайса хупса хăвараканччĕ-çке.

Пăхать - Амур пур, Лекçей ниçта курăнмасть. «Лекçей, Лекçей!» - чĕнкелерĕ Лариса. Çук. Тем, лаши те халичченхил¬ле мар тыткалать хăйне, пуçне ухкаласа илет те таçта кайма васканă пек уялла тинкерет.

«Çук, ырра мар-ха, тем ăш та вырăнта мар», - текелесе Лариса Павлик ывăлне чĕнсе тухрĕ. «Эс, - тет вăл, - лашипе витене кĕрсе тух-ха, аçу çук пул¬сан кукамусем еннелле уттар, ан чуптар лашуна, хăй еккипех уттăр, - терĕ. - Хăй çулне хăй пĕлет вăл. Эпĕ те сан хыççăнах пырăп. Чим-ха, чим тата, Ваню¬ша кайса чĕнем, иккĕн утăпăр, вăл килтехчĕ», - тесе ăшталана- ăшталана кÿрши патне чупрĕ.

Ванюшпа Лариса çырма хĕррине çитнĕ çĕре Павлик ашшĕ патне анса тăнăччĕ ĕнтĕ. Амур кăна: «Хăвăртрах, хăвăр¬трах!» тенĕ пекрех вĕсем еннел¬ле тинкерсе тăрать.

- Вăт, лаша-тăк лаша, шу¬хăшласа пăхăр-ха, тĕлĕнсе кай¬малла ăслă выльăх, - калаçать çаплах Ванюш. Амурăн халь ним шухăш та çук: Лариса çумĕн- че туя пекки çине таянса тăнă Лекçей патне пынă та тĕкет те тĕкет сăмсипе хуçи питне.

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.