«Анне, ку — манăн ĕмĕт!»
15 Ноября, 2018 | Тантăш | Спорт | ачасем

Раççей ача-пăча следж-хоккейĕн пĕрлештернĕ команди Канадăра иртнĕ «Cruisers Cup- 2018» турнирта çĕнтернине эпир иртнĕ номерте пĕлтернĕччĕ. Ун пирки тата командăри ентешĕмĕр çинчен хальхинче тĕплĕнрех çырса кăтартас терĕмĕр. Даниил Болотаев Шупашкарти 57-мĕш шкулта 8-мĕш класра вĕренет. Çак пысăк çĕнтерÿ пирки унран ыйтса пĕлме çав тери кăмăллă пулчĕ. Çакнашкал спорт тĕсĕпе туслашасси, çĕнтерÿ çулĕ çине тăрасси ăçтан пуçланнă-ха?

Ÿксен те парăнман

Шупашкарта пурăнакан Даниил Болотаев пĕчĕкрех чухне космонавт, тухтăр е полици ĕçченĕ пулма ĕмĕтленнĕ. Анчах шăпа урăхла çаврăнса тухнă. 7 çулта Даниил спортпа туслашнă та спортсмен пулма тĕллев лартнă: велосипедпа чупасси, ишесси, бочча илĕртнĕ ăна. Хăйне ăçта кăна тĕрĕслемен-ши! Анчах чунĕ пат-тăрла ĕç тума хавхалантараканнине, кăмăла çĕклекеннине шыранă.
ДЦПпа чирлекен Даниил 2016 çулта хоккей çинчен сериал курнă хыççăн ашшĕ-амăшне спортăн çак тĕсĕпе туслашас кăмăл пуррине пĕлтернĕ. Ачана тĕллевне пурнăçа кĕртме мĕнле пулăшассине шухăшлама тытăннă килтисем. Интернетра следж-хоккей çинчен информаци тупнă. Анчах Шупашкарта ун пек секци пулман. Çав çулхи çуркуннех Мускавра иртнĕ Парафестивальте Даниил бочча секцине хутшăннă. «Малашне те следж-хоккея çÿрес текенсем пур-и?» — ыйтнă Раççей следж-хоккейĕн тĕп тренерĕ Сергей Самойлов ăмăртăва пынисенчен. Даниил чи малтан алă çĕкленĕ, мĕнрен пуçламаллине тата ăçта пымаллине ыйтнă. Тула облаçĕнчи Алексин хулинче Раççейри ача-пăча следж-хоккейĕн пĕртен-пĕр команди пуррине пĕлтернĕ, çурла уйăхĕнче хатĕрленĕве йыхравлама шантарнă. Анчах Даниилăн çавна валли ятарлă çуна та, экипировка та пулман — кайма май килмен. Кĕркунне Алексинра Раççей шайĕнчи бочча ăмăртăвне хутшăнсан Даниил ача-пăча следж-хоккей командин тренерĕ патне пынă та çунапа кайса пăхма ирĕк ыйтнă. Çавăн чухне пăр çинче çунапа пĕрремĕш хут ярăннă вăл. Çăмăл килмен, ÿкнĕ, пурпĕрех парăнман. Ун хыççăн вара чи çывăх çыннине: «Анне, ку — манăн ĕмĕт. Эпĕ следж-хоккейпа туслашăп. Атя мĕн те пулин шухăшласа кăларăпăр!» — тенĕ.
Ашшĕ-амăшĕ ывăлне мĕнле пулăшмаллине шухăшланă вăхăтра арçын ача пухнă укçипе çуна та, экипировка та туяннă, следж-хоккея кайма хатĕррине пĕлтернĕ. Пĕлтĕр Ача-пăча следж-хоккей лигин директорĕ Анастасия Барадачева унпа хăех çыхăннă, çĕртме уйăхĕнче Пересвет хулинчи хатĕрленĕве чĕннĕ. Даниилшăн пĕрремĕш хут пулнă ку.

Ковальчукран — шайба

Çурла уйăхĕнче Даниил Сочире пĕтĕм тĕнчери ача- пăча лагерĕнче хăйне лайăх енчен кăтартнă, Илья Ковальчукран шайба илме тивĕçнĕ. Арçын ача тренировкăран таврăнсан Шупашкарти хоккей клубĕ унпа пĕрлехи тренировка ирттернĕ, сусăр ачасен çĕнĕ спорт тĕсĕ пирки ун чухне республика пĕрремĕш хут пĕлнĕ. Пирĕн тăрăхра следж-хоккей аталанасса шанман пулин те Даниил хăй тĕллĕн команда хатĕрлеме тытăннă: сывлăх енчен хавшак ачасем вĕренекен шкулсене çÿренĕ; видеороликсем, çуна, экипировка кăтартнă. Хатĕрленÿ мĕнле иртнине ăнлантарнă, следж-хоккей унăн пурнăçне епле улăштарнине тата кумирĕсем çинчен каласа кăтартнă. Часах команда та пуçтарăннă. Ача-пăча следж-хоккейĕн лиги çĕнĕ командăсене хавхалантарма ирттернĕ конкурс пĕтĕмлетĕвне кĕтмелли çеç юлнă. Даниил шанăçне çухатман. Чăнах та, Шупашкар хулине «Чăрмавсăр хоккей» программăна кĕртнĕ.
Кăçалхи çу уйăхĕн 19-мĕшĕнче Шупашкарта «Атăл» следж-хоккей команди уçăлнă. Унта çÿрекенсенчен чи çамрăкки 4 çулта çеç-ха. Çавăнпа команда капитанĕ Даниил вĕсемшĕн яланах пулăшма хатĕр пиччĕшĕ, юлташĕ пекех. Çамрăк спортсменсем унран тĕслĕх илеççĕ. Даниил ачасен ашшĕ-амăшĕпе команда аталанăвĕ пирки калаçать, мĕнле мероприяти ирттерессине пĕрле сÿтсе яваççĕ.
Паянхи кун 14 çулти арçын ачашăн следж-хоккей — пурнăç, малалла кайма хистекен хавхалану. Пăр çинчи тренировка, бассейн, кунсеренех çан-çурăма çирĕплетни — Даниилăн уроксем хыççăнхи ĕçĕсен пĕчĕк пайĕ çеç. Кашни тĕрĕс утăм палăртнă тĕллев патне çывхартнине пĕлет вăл. Ĕмĕчĕ вара пысăк — паралимп чемпионĕ пуласси.

Шупашкарти пĕрремĕш следж-хоккеист

Ача-пăча следж-хоккей лигин пĕрлештернĕ командине илнине, часах Канадăна пĕтĕм тĕнчери «Cruisers Cup-2018» турнира хутшăнма каяссине пĕлсен Даниил çеç мар, унпа пĕрле çемйи те савăннă. Пĕтĕм республикăшăн пысăк хыпар пулчĕ вăл: Шупашкарти пĕрремĕш следж-хоккеист пĕтĕм тĕнчери пысăк турнира хутшăнать. Паллах, арçын ача тăван республика çеç мар, Раççей ятне те çÿлте тытас тенĕ, çавăнпа тăрăшса хатĕрленнĕ. Канадăна каяс умĕн Ача-пăча следж-хоккейĕн команди Мускавра пĕчĕк тренировка ирттернĕ. Унта ачасем пĕр-пĕрне ăнланса выляма хăнăхнă. Паллă çынсем ăшă сăмахсемпе, сĕнÿ-канашпа хавхалантарнă.
Раççей ача-пăча следж-хоккейĕн пĕрлештернĕ командине Канадăра кăмăллăн йышăннă. Торонто хулинче вăйăсем пуçланиччен çамрăк спортсменсем «Даллас Старз» наци хоккей лигин клубĕн выляканĕсемпе Антон Худобинпа тата Валерий Ничушкинпа тĕл пулнă. Арçын ача Ничушкинпа туслашма май килнĕшĕн савăнать, халĕ вĕсем социаллă сетьре час-часах хутшăнаççĕ.

Канадăран — çĕнтерÿпе

Пĕрремĕш вăйă Канадăри «Cruisers junion» командăпа иртнĕ. Пирĕннисем ăна 9:1 шутпа çĕнтернĕ. Унтан çав шутпах «Elmvale Cubs1» командăна та парăнтарнă. Канадăри «Pirates de Montreal» те пирĕннисене 3:8 шутпа выляса янă. Çапла Раççей спортсменĕсем çурма финала тухнă. «Pirates de Montreal» командăна унта та вĕсем 6:3 шутпа çĕнтернĕ. Финалта Америкăн Пĕрлешÿллĕ Штачĕсен «Buffalo Sabres» командипе тупăшса 8:4 шутпа ылтăн медаль çĕнсе илнĕ. Çапла, ку турнирта Раççей следж-хоккейçисене çитекен пулман. Турнирта вĕсем пысăк ăсталăх кăтартнă. Даниил палăртнă тăрăх, Канада тата Америка следж-хоккеисчĕсем пирĕннисенчен пĕрре те кая мар. Кашни командăрах ăста лидерсем пур. Вĕсенчен вĕренмелли нумай иккен, командисенче те пирĕнни пекех хĕрачасем арçын ачасемпе танах следж-хоккейла выляççĕ.

Даниил Канадăри ачасемпе туслашма та ĕлкĕрнĕ, халĕ вĕсемпе интернетра çыхăну тытать. Малалла вулас...

www.hypar.ru

Лариса ПЕТРОВА. Болотаевсен çемье архивĕнчи сăн ÿкерчĕксем.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.