АНТОНОВСЕМ

Антон

1870 çул. Нарăс уйăхĕн вĕçĕ. Çил-тăман иккĕмĕш талăк ĕнтĕ тамалмасть — урăм-сурăм тĕпĕртетсе, кутăн-пуçăн пĕтĕрĕнсе алхасать. Чаракне çухатнă çил ачисем ухлатса та шăхăрса чупаççĕ. Ушкăнланса- пĕрлешсе улăм витнĕ çурт, хуралтă тăррисене лăскаççĕ, вăкăр хăмпиллĕ чÿречесене тăпăлтарса кăларасла карăнтараççĕ, вир кĕрпи пек юр пĕрчисене ывăçласа сапаççĕ — пÿртсем тавра çÿллĕ кĕртсем хываççĕ.
Улăм тăрăллисене арăш-пирĕш лăпăскăлантарнă хыççăн малалла, Антоновсен кил хуçалăхĕ еннелле, ахăрашса ыткăнчĕç. Пирвай алкум алăкне хыттăн хăнтăртаттарчĕç. Уçăлманран, шăтăк-çурăк тупăнманран пÿрт умне вăйкăнса тухрĕç, виçĕ чÿречене те харăсах тапăнчĕç. Хальхинче те ăнмарĕ — кантăк куçĕсенчен пĕри те вырăнĕнчен хускалмарĕ, вăкăр хăмпинчен пулманран айкашуксене савăнтармарĕç.
Авăк çилĕллĕ çил ачисем халĕ ĕнтĕ пушшех те кăтăрса кайрĕç — мăкланă пĕрене хушăкĕсене юр пĕрчисем чике-чике тултарчĕç. Хашлатса килнĕ çĕнĕ ушкăнпа пĕрлешсе пÿрт тăррине çуйхашса хăпарчĕç. Кунта улăм мар, хăма сарнине тăруках чухлайманран шăва-шăва ÿкрĕç, хăрпăк юра çĕлен евĕр авкалантарса хăваларĕç. Унтан, тинех, эх, савăнчĕç! уçă шăтăка, мăрье шăтăкне, асăрхарĕç. Ун тавра чĕвен тăра- тăра юр тăвăлĕ çĕклерĕç. Вĕçкĕннисем, çăмăлттай шухăшлисем йышран уйрăлса каварлашрĕç. Хăлха янраса каймалла ши-и-и! ши-и-и! шăхăрчĕç те хуралса тăракан сĕмлĕхе пĕтĕм сулăмĕпе ухлатса анчĕç, кăмака юшкине тăнкăртаттарма тытăнчĕç.
— Эккей, э... Еплерех ашкăнаççĕ... Кутсăр-пуçсăр тăман кăларни, пĕтĕм таврана юр тултарса лартни çитмерĕ-им сире, ăссăр ăсăрниксем? Халь тата кăмака ăшшине туртса илесшĕн-и-ха? — сасăпах мăкăртатрĕ, тăнкăртаттарма хал ан çитерччĕр тесе тимĕр лаптака тата та тачăрах тĕртрĕ Антун Михалччă. — Ир енне те лăпланмасан, сивĕ урăрсене хуçмасан мĕн курса тăрас пур капла... Хатĕрленĕ вутă-шанкă та хĕл каçма çитмĕ, — хăйĕнпе хăй калаçрĕ, çунса пĕтме тытăннă хăйăна çĕннипе улăштарчĕ. Хĕл лариччен, çулсем хупăниччен краççын çителĕклĕ тупайманшăн, пурри сахал юлнăшăн ÿпкелешрĕ.
«Çил-тăманĕ тата... Мĕн тесе çак вăхăтра, çак кунсенче ахăрса тухмаллаччĕ? Пĕрер кун ятне тумалла çавăрттарса-пăтранса ил те — чарăн, йыш хушăниччен тăхта. Кайран, арăм çăмăллансан, пошалстă аташ — урлă сăмах пĕрре те каламăттăм», — мĕл-мĕл-мĕл çунса пÿрт анлăшне çутатакан хăйăна пăхса канăçсăрланса шухăшларĕ арçын.
Канăçне çухатма, икĕ талăк лăш курмасăр чупкалама сăлтав йăтăнса анчĕ çав кил хуçи çине — арăмĕн чĕри айĕнче тĕвĕленнĕ ача вăхăт çитичченех ĕштеленме тытăннă. Ĕнер, ир енне, Санюк вырăн çинчен те тăраймарĕ. Кÿршĕри Вăрвар Хветуçа каçса ларма ыйтса Антун мунчара ача çураттарма маçтăрланса çитнĕ, çавна пула Кĕтерукран Мунчавăр пулса тăнă хĕрарăм патне талкăшса утрĕ.
Шĕкĕр Турра, ăрăмçă карчăк килĕнчех. Сĕтел хушшинче курăк шывĕ ĕçсе ларать: самаях сивĕ пÿртре пĕтнĕк шăрши янкăр сарăлнă.
— Килях, Антун шăллăм, ирт тĕпеле, — килнĕ çынна çурма тĕттĕмре те паллайрĕ. — Ăш хыппине ирттерме шыв ярса парас-и? Аттуш вăрман турттарса ĕшеннĕ вăкăр евĕр татăлса сывлатăн.
— Чупса тенĕ пекех килтĕм çав...
— Куратăп, куратăп... Пашкаса чупмалăх сăлтаву пысăках пулмалла сан, — тăм чашăкри шывне çаплах ĕçсе пĕтереймест карчамас.
— Аха, çав тери пысăк. Арăм тăраймарĕ паян, кравать çинчех выртса юлчĕ. Çуратасшăн пулмалла. Васкарах каяр мар-и?
— Ан хыпкалан, ан тăрăлтат, — Антунăн юлашки сăмахĕсем килĕшмерĕç Мунчавăра. — Лар мана хирĕç. Ĕлкĕретпĕр кайма. Ача кушак çури мар, йăпăр-япăр йăпăртатса тухмасть, — арçын сĕтел хушшине вырнаçсан калаçăвне малалла тăсрĕ: — Ĕлкĕретпĕр тесе мĕншĕн каларăм? Арăмун хырăмĕ пысăкран. Улăп тăпри пек хăпарса тăнăран... Пăхаттир выртать унта. Ăна çутă тĕнчен çутлăхне кăтартиччен ай- вай тертленме тивет-тĕр-ха...
Йĕп çинче ларнăн вĕткеленекен Антуна тÿррĕн, шăтарасла пăхрĕ хĕрарăм. Калаçу ăçталла сулăнса чарăннине арçын тÿрех ăнланчĕ.
— Çынсенчен юлмастпăр, кÿренмелле тумастпăр ĕнтĕ. Пирвайхине çураттарнă хыççăн та капăр парнесемех кÿнĕччĕ...
— Э-э, çу-ук, Антон Михалччă, — куçне çиçкĕнтерчĕ Мунчавăр. — Çынсем хыççăн кайса хăвна ан мĕскĕнлет. Тăн-тăн хуçалăхупа вĕсенчен темиçе карт çÿлерехре эсĕ. Пархатарлă ĕçшĕн тав тăвасси те çав шайра пулмалла тесе шухăшлатăп. Чухăнсенчен, пурнăçне аран-аран сыпăнтарса пыракансенчен мĕнех илейĕн. Пир тăрăхĕсемпе аркăллă кĕпесĕр пуçне нимех те параймаççĕ. Вĕсем хамăн та арча тулли. Пасарта аван хакпа сутăнсанччĕ хăть. Çук, туянсах каймаççĕ. Кун пек пир-авăр кашни килтех пур-ха та. Ăçтан ĕнтĕ хак ÿстĕр. Çавăнпа та ахаль-махаль япаласем тавра сăмахласа çăвар тутине сая ярар мар. Эсĕ тăнлă арçын, эпĕ те катăках мар. Хăв пĕлен: ялти пĕр хĕрарăм та мана чĕнмесĕр ача çуратма выртмасть. Шанаççĕ, ĕненеççĕ: вилĕ ача çураттармастăп-ха та. Йоккăр-маккăр тинкĕле, — куçне ялтăртаттарчĕ Мунчавăр, — хвершăлсемпе киниколоксем ман çывăха та пыраймаççĕ, ман чухлĕ те ăнкармаççĕ. Тĕрĕсех калатăп вĕт, апла мар теместĕн вĕт?
— Тĕрĕс, тĕрĕс каларăн, хисеплĕ Мунчавăр. Сана çитекенни таврара та çук, — чĕннĕ çĕре кайиччен хăйĕн хакне, кирлĕлĕхне ÿстерме юратнине çынсенчен темиçе хут та илтнĕрен алай турĕ Антонов. — Халĕ каяр ĕнтĕ. Парнелĕх япаласем пирки килте калаçăпăр. Мĕн ыйтатăн — çавă пулать.
Çапла каларĕ те — шăлне çыртрĕ: «Ачашăн эпĕ нимĕн те шеллес çуккине пуçĕнче картса хурса ĕнене те çавăтса каймĕ-и ку карчамас. А, мĕн, чăнласах та чаплă парне пулĕ, нимĕн те тăваймăн. Халĕ ку тарам-ха, халĕ чи пирвай арăмпа ача пирки шухăшламалла, Мунчавăра хăвăртрах илсе каймалла».
— Кăмăлу лайăх сан, Антун, чăтăмлăху та çирĕп, — «мĕн ыйтатăн — çавă пулать» тени çырлахтарнине палăртса тути хĕррине кулă пĕрчисем хучĕ Мунчавăр. — Мĕнпе, çăмăл çунашкапа килтĕн-и?
Арçын тĕлĕнсе, ăрăмçăна тĕсесе пăхрĕ. Ыйтăва ыйтупах хуравларĕ:
— Сирĕн урам аякра тесе çунашкапа ярăнса анмаллаччĕ-им?
— Вăт тÿттÿрÿт, вăт Антуш, çапла чĕнетчĕç-и-ха сана яш чух? — лĕхлетсе кулчĕ хĕрарăм. — Çунашка ман валли кирлĕ, мана лартса кайма. Юр ашса епле çитем сирĕн пата. Малалла вулас...

www.hypar.ru

Геннадий МАКСИМОВ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.