Archive - Чÿк 2015 - Хыпар

ноябрь 19th

19 Чÿк, 2015

Зоя Алексеевна сăмахĕ чăна килчĕ

Çанталăк сисĕнмеллех сулхăнланнă. Кĕрхи çил витĕр вĕрет. Хăватлăскер. Йывăç тăррине те пĕр шелсĕр авать, турат çинче типсе пĕрĕннĕ юлашки çулçăсене силле-силле тăкать. Апла пулин те шкула савăк кăмăлпа утать Катя Федорова. Ара, савăнăçĕ виçесĕр-çке пĕчĕк хĕрачан.

19 Чÿк, 2015

Кĕнеке страницине уçсан…

Чăваш кĕнеке издательствипе «Тантăш» хаçат çулсерен ирттерекен «Чăваш кĕнеки. Пултаруллă çамрăксем» конкурс çĕнтерÿçисене палăртса эпир хамăр кăларăмра çырнăччĕ. Нумай пулмасть республикăри Ача-пăчапа çамрăксен биб-лиотекинче мала тухнисен чыславĕ иртрĕ.

19 Чÿк, 2015

Унăн поэт пулас килет!

Иккĕмĕш класра вĕренекен Настя Ершова хăйĕн умне çирĕп тĕллев лартнă. Пуласлăхне мĕнле курни пирки каласа пама ыйтсан вăл пĕр иккĕленмесĕрех: «Манăн поэт пулас килет!» - тет. Хĕрача садике çÿренĕ вăхăтрах сăвă çырма пуçланă. Çак кăсăклану ахальтен килмен-тăр унăн.

19 Чÿк, 2015

Мĕншĕн хускалмасть мулкач çури?

Чĕр чунсен хуйхи-суйхине яланах чĕре çывăхне илнĕ эпĕ. Кил-çуртсăр йытăсемпе кушаксене курсан куççуль капланса килет. Эх, май пулнă тăк пурне те пуçтарăттăм, ăшă йăвапа тутлă çимĕç сĕнĕттĕм... Хальлĕхе вара çăкăр чĕллипе хăналанипех çырлахма тивет. Мĕн тери тарăн шухăшлă пăхаççĕ-ха айванскерсем.

19 Чÿк, 2015

Хĕрт-суртсем пăрахса кайсан çирĕп крепоç та арканать

Çынсен пурнăçĕ шав пĕр урапапа чупать - ирсерен вăранаççĕ, апатланаççĕ, ĕçе пикенеççĕ, канаççĕ... Йăлт хăй еккипе пырать пек: килте çутă, таса, сĕтел ури апат-çимĕçпе авăнса ларать. Пур çĕрте те хăтлăх хуçаланать. Ку ырлăх кил хуçисем тăрăшнипе çеç килнĕ-ши?

19 Чÿк, 2015

Пÿлĕме илем кÿме

Хальхи вăхăтра пÿрт-çурта юсамалли, илемлетмелли япала лавккасенче питĕ нумай. Пÿрт ăшне юсама пуçличчен хăвăра мĕн тума шухăшланине хут çине çырса, ÿкерсе палăртни аван. Хальхи вăхăт таппипе килĕшÿллĕн çĕнетесшĕн-и пÿлĕме е тахçанах усă куракан меслетсем сире çывăхрах? Паллах, шухăша çирĕплетме тус-юлташăн çĕнетнĕ пÿртне кайса курни те пулăшать. Çурт-йĕр юсакан профессионалсемпе канашлани аван. Вĕсем çурт-йĕр юсавĕнчи çĕнĕлĕхсемпе паллаштарма, хаклама пултарĕç.

19 Чÿк, 2015

Кăçал мĕншĕн пыл сахал?

Ку ыйту хурт-хăмăрпа ĕçлекенсене çăвĕпех канăç памарĕ. Вăл утарçăсене çеç мар, ахаль çынна та пырса тивет. Пыл хакĕ самаях ÿсрĕ. Хурт-хăмăрçă пăшăрханса çапла пĕтĕмлетет: ăнăçу пулмарĕ.

Эпĕ 50 çул вĕлле хурчĕ тытатăп пулин те кун пеккине виççĕмĕш хут çеç куртăм.

19 Чÿк, 2015

Пÿртре пăрăç ÿстеретпĕр

Пÿлĕмре ÿстермелли пăрăç сорчĕ нумай. Ăна пăхма ансат, куçшăн та хитре. Унпа апат хатĕрленĕ чухне усă кураççĕ, сипленеççĕ те. Пăрăçăн апатра усă курман тĕсĕсем те пур, вĕсене илемĕшĕн ÿстереççĕ. Пÿлĕмри пăрăçăн илемĕ - хутаççи. Вăл тĕрлĕ формăллă пулать: конус евĕрли, груша пекки, çăмартана, кавăна, патиссона аса илтерекеннисем. Хутаç пысăкăшĕ те тĕрлĕ - 3-7 см. Сарă, хĕрлĕ, фиолет, симĕс, хĕрхĕлтĕм - тĕсĕсем асамат кĕперĕннинчен те иртеççĕ. Пăрăç хутаççисем харăс пиçмеççĕ, пĕрин хыççăн тепри çитĕнсе пулса пынине пула пăрăç тĕмĕ яланах çимĕçлĕ те илĕртÿллĕ, капăр курăнать.

ноябрь 18th

18 Чÿк, 2015

"Сывлăх", 45 /861/ №. 18.11.2015

о Пуç çаврăннă чухне.
о Сырлан чейĕ паха.
о Алăсене - минтер айне.
о Шалти органсем çинчен.
о Вьетнамра çапла сипленеççĕ.
о Çĕр çул - чикĕ мар!
о Грипп ан ертĕр.
о Тĕрлĕрен калаççĕ, анчах...
о Газ пухăнать, хырăм кÿпĕнет.

Pages